Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Престол уявне палăртрĕç

ЯРĂСЛАВРИ "Кĕтмен çĕртен савăнăç паракан" Турă амăшĕн иконĕн ячĕллĕ чиркÿ уçăлнăранпа шăпах 21 çул çитрĕ. Чиркÿ майăн 14-мĕшĕнче тата декабрĕн 22-мĕшĕнче хăйĕн Престол праçникне палăртать.

Кăçал та, декабрĕн 22-мĕшĕнче, Ярăслав чиркĕвĕнче Престол праçникне халалланă кĕлĕ иртрĕ. Çак кун пирĕн ялти чиркĕве Улатăрпа Пăрачкав епископĕ Феодор, Патăрьелпе Шăмăршă округĕн благочиннăйĕ Сергий протоиерей, хамăр районти тата Патăрьел, Йĕпреç, Канаш районĕсенчи священниксем, Шупашкарти чиркÿ хорĕ килсе çитрĕç. Ярăслав чиркĕвĕн настоятелĕ Геннадий атте тата чиркÿ умне пухăннă йышлă халăх вĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕ.

Феодор епископ ертсе пынă Престол праçникĕн кĕллинче пулса ĕненекенсем чун-чĕрене Турă хăвачĕпе çирĕплетрĕç, ырлăхлă-сывлăхлă пурăнма священниксенчен Турă пилне илчĕç, чиркÿ тавра Хĕреслĕ çул туса çаврăнчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 декабря 2012
00:00
Поделиться