Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Наци паркĕнче – курав, конкурс

ПУРТЕ чăтăмсăррăн кĕтекен уяв – Çĕнĕ çул çывхарать. Ăна кашниех хăйне майлă кĕтсе илме хатĕрленет: вăл нумайлăха асра юлтăр.

Çĕнĕ çул илемĕ – капăр елка. Тĕрлĕ теттесемпе, гирляндăсемпе капăрлатнăскер уйрăмах ачасене илĕртет. Ачасенчен чылайăшĕ Хĕл Мучи елка айне Çĕнĕ çул парнине хурса хăварнине те шанать.

Уяв умĕн "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ те сахал мар мероприяти ирттерет. Кунта чăрăшсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе акци йĕркелесси тахçанах çирĕп йăлана кĕнĕ. Кăçал та вăл "Чăрăшсене çăлăнăç унки ывăтса парар" ятпа иртет. Унта районти шкул ачисемпе аслисем хастар хутшăнаççĕ.

Çак акци çитĕнекен ăрăва çут çанталăкпа тĕплĕнрех паллашма, унăн пуянлăхне упрама хăнăхтарать.

Чăрăшсенех илер-ха. Вĕсем те, пирĕн пекех, чунлă: ÿсеççĕ, аталанаççĕ... Çав вăхăтрах хăраççĕ те. Камран; Чунсăр çынсенчен. Пуртă тытса вăрмана пырса кĕнĕ браконьер чи хитре чăрăш шăпине вăхăтсăр татать. Çакнашкал çын чăрăш, вăрмана илем кÿнисĕр пуçне, вĕçен кайăксемшĕн çăлăнăç пулнине пĕлет-ши; Çунатлă туссенчен чылайăшĕ хĕл сиввисенче унăн лăссисем хушшинче хÿтлĕх тупать, йăва çавăрса хăйĕн ăрăвне малалла тăсать.

Уяв умĕн наци паркĕнче килти условисенчех хамăр алăсемпе елкăсем хатĕрлеме хăнăхтарас тĕлĕшпе мастер-классем, электрон презентацийĕсемпе куравсем йĕркелетпĕр. Кăмăл тăвакансем "Алăпа тунă Çĕнĕ çул елки" конкурса хутшăнма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра кунта "Çĕнĕ çул уявĕ – хамăр алăпа" курав ĕçлет. Экспонатсен шучĕ кунсерен тенĕ пекех ÿссе пырать. Паллах, чи лайăх ĕçсем ятарлă парнесене тивĕçĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 декабря 2012
00:00
Поделиться