Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Ахаяс» – республикăри радиоконкурс çĕнтерÿçи

РЕСПУБЛИКĂРА, Чăваш наци радиовĕ пуçарнипе "Иксĕлми çăл куçсем" фольклор ушкăнĕсен тупăшăвĕ пыни пирки илтнех пулĕ ĕнтĕ. Çак конкурсра Пуянкассинчи "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ те хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.

Иртнĕ эрнере "Ахаяс" Шупашкарти Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ гала-концерта хутшăннă. Фольклор ушкăнĕ I степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Унăн ертÿçине, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Надежда Федотована ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствин Тав çырăвĕпе чысланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 декабря 2012
00:00
Поделиться