Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçпе тивĕçнĕ хисеп

Иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсем пирĕн çĕр-шыв историйĕнче Юрий Гагарин пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнипе, ун хыççăн ытти космонавтсем те пĕрин хыççăн тепри орбитăна çĕкленнипе палăрса юлнă. 1962 çулхи августра пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр те – Андриян Николаев – тĕнче уçлăхĕнче пулнă хыççăн çĕр çине ăнăçлă анса ларнă. Космонавтсем пурте Казахстанри "Байконур" космодромран старт илнĕ. Çав тапхăрта пирĕн район çамрăкĕсенчен хăшĕ-пĕрисем шăпах "Байконурта" салтак тивĕçне пурнăçланă. Космодромра службăра тăнă çынсенчен пĕри – Шăмăршăра пурăнакан В.Кузьмин.

– 1961 çулта Палтиел вăтам шкулĕнче аттестат илсен, пĕр вăхăт "Красная звезда" колхозра плугарьте ĕçлесен, çав çулах, ноябрьте, мана çар службине илчĕç, – каласа парать хăйĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илекен ĕç ветеранĕ В. Кузьмин. – Хамăр районти Энтĕрьел ялĕнчи Анатолий Любимовпа, Виçпÿрт Шăмăршăри Алик Падиаровпа, Карапай Шăмăршăри Виталий Львовпа пĕрле "Байконур" космодромра служба биографине пуçларăмăр. Уйрăмах 1962 çулхи кĕрхи кунсем асра юлчĕç. Ун чухне, космоса кайса килнĕ хыççăн, пирĕн çар чаçĕн – вăл 70-мĕш старт площадкине пăхса тăратчĕ – салтаксемпе офицерĕсен тĕл пулăвне хамăрăн мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Николаев летчик-космонавт килчĕ. Вăл пире хăйĕн космосри вĕçевĕ çинчен каласа пачĕ, службăра пурне те ăнăçу сунчĕ. Андриян Григорьевич, пĕтĕм тĕнчипе палăрнă космонавт, хăйне питĕ сăпайлă тытни пурне те питĕ тĕлĕнтерчĕ.

Службăна Байконурта ирттерме, унăн ĕç-хĕлне хамăрăн пĕчĕк тÿпене хывма шăпа пÿрнишĕн эпир питĕ савăнатпăр.

Виçĕ çул электромеханик должноçĕнче службăра тăнă хыççăн, 1964 çулхи ноябрьте, В.Кузьмин сержант тăван яла – Палтиеле таврăннă. 1965 çулхи январьте В.Кузьмина райĕçтăвкомра аслă инструктор пулма çирĕплетнĕ. Виталий Дмитриевич çĕнĕ ĕçе хăвăрт хăнăхнă. Ял Совечĕсен председателĕсемпе тата секретарĕсемпе, депутатсемпе, яланхи комиссисен членĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси унăн тĕп тивĕçĕ пулнă. Шанса панă ĕçе Палтиел йĕкĕчĕ яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк ĕçленĕ хушăрах партин Горькири аслă шкулĕнче заочнăй майпа вĕреннĕ.

1974 çулхи февраль уйăхĕнче çамрăк специалист пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ: Палтиел йĕкĕчĕ Хайпăла хĕрĕпе, Галина Карсаковапа, пĕр çемьене пĕрлешнĕ.

"Урожай" спорт обществин председателĕн должноçĕнче те ăнăçлă ĕçленĕ В.Кузьмин. Тренерсемпе, физкультура учителĕсемпе пĕрле районта спорт пĕлтерĕшне ÿстерес, район çыннисене тĕрлĕ енлĕ ăмăртусене анлăн явăçтарас тĕлĕшпе нумай вăй хунă вăл. 70-мĕш çулсенче халăх хушшинче ГТО нормисене пурнăçлас юхăм анлăн сарăлнă пулнă. Т.Гурова, В,Любимов, Н.Соргин, Н.Пименов, Н.Эктов, ытти спортсменсем 5 тата 3 километрлă дистанцисенче йĕлтĕрпе чупассипе районта кăна мар, республикăра та палăрнă. Пирĕн района республикăри "Урожай" ДСОн куçса çÿрекен ялавĕпе чыслани В.Кузьминăн ĕçри тăрăшулăхне лайăх çирĕплетет.

1976-1977 çулсенче Виталий Дмитриевич коммуналлă предприятисен комбиначĕн начальникĕ пулнă. Хуçалăх ĕçĕнче те пысăк яваплăхпа тăрăшнă вăл. Çавна май пултаруллă руководителе 1977 çулхи августра район Совечĕн сессийĕнче райĕçтăвкомăн пĕтĕмĕшле пайĕн заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Ку ĕçре те çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пынă В.Кузьмин. 1994 çултан пуçласа район администрацийĕн канцелярийĕпе хуçалăх ушкăнĕн ертÿçи пулнă. Çак должноçра 2004 çулчченех, тивĕçлĕ канăва тухичченех, тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă.

Ĕçне кура – хисепĕ. Тĕрлĕ çулсенче Виталий Дмитриевича Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, райĕçтăвком, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Виталий Дмитриевичпа Галина Ильинична Кузьминсем икĕ ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕ. Питĕ шел, асли, Дмитрий, питĕ çамрăкла вилнĕ. Кĕçĕн ывăлĕ, Алексей, экономикăн аслă пĕлĕвне илнĕскер, районти электричество сетьĕнче контролерта тăрăшать.

Ыран В.Кузьмин хăйĕн 70 çулхи юбилейне палăртать. Мăшăрĕпе ывăлĕ, тăванĕсем çумне хутшăнса, Виталий Дмитриевича сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 декабря 2012
00:00
Поделиться