Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнĕ çула – çĕнĕ хваттерте

ЧĂВАШ Республикинче юхăннă кил-çуртсенче пурăнакан граждансене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтермелли адреслă программăпа килĕшÿллĕн кăçал Шăмăршăра виçĕ хваттерлĕ çĕнĕ çурт хута янă. Программăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе района 2872244,61 тенкĕ укçа уйăрса панă, вăл шутран 1971453,16 тенки – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетсе улăштармалли, 869166,33 тенки – республика, 31815,12 тенки – вырăнти бюджетсенчен.

Программăна пурнăçа кĕртсе 130 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă, вун икĕ çын хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. Çак кунсенче ялта пурăнакансем çĕнĕ хваттерсен уççисене илчĕç, вĕсем Çĕнĕ çула çĕнĕ хваттерсенче кĕтсе илĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 декабря 2012
00:00
Поделиться