Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Савăнăç куççулĕ

ТĂХĂР ВУНĂ çултан иртнĕ вăрçăпа тыл ветеранĕсене ятарлă Тав çырăвĕсемпе хавхалантарасси пирки Раççей Федерацийĕн Президенчĕ ятарлă указ йышăннăччĕ. Унтанпа çак чыса районти сахал мар ватă тивĕçрĕ.

Утатпăр утмăла, çитетпĕр çитмĕле текен каларăш пур чăвашсен. Шăмăршăра пурăнакан Перасковья Дмитриевна Хайлова вара хăйĕн хыçне тăхăр теçетке çул хăварнă.

– Пурăннă, тем те курнă, – тет паян Праски аппа. – Пирĕн пурнăçа çамрăксене сунас килмест...

Хăйĕн нушаллă пурнăçĕ пирки питех каласа парасшăн мар вăл – мĕн чăтса, тÿссе ирттерни ахаль те чĕрене чул пек кĕрсе юлнă.

Перасковья Дмитриевна хĕрĕх çула яхăн районти промышленноç комбинатĕнче ĕçленĕ, йывăç çуракан цехра вăй хунă. Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче уйрăмах йывăр пулнă - вăй питти арçынсен ĕçне пурнăçлама тивнĕ вĕт. Пур пĕрех чăтнă, нăйкăшман.

Кăçалхи декабрĕн 20-мĕшĕнче Праски кинемей Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Çĕр-шывăмăр ертÿçи хисеплĕ ветеранăн пурнăç çулне, ĕçĕ-хĕлне чăннипех пысăка хурса хакланă. "Сирĕн чăтăмлăхăрпа паттăрлăхăр – самана таппи. Эсир чăн-чăн патриот пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ", – тенĕ В.Путин.

Президентăн Тав çырăвне ветерана Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Алена Смаева панă.

– Çынна çын вырăнне хуни чăннипех савăнтарать, – тенĕ ветеран, савăнăç куççульне шăлса.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 декабря 2012
00:00
Поделиться