Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Саккунлă майпа пĕрлешрĕç

Декабрĕн 18-мĕшĕнче раççейри ЗАГС органĕсем йĕркеленнĕренпе 95 çул çитрĕ. Çак органсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Çыннăн пурнăçĕнчи тĕрлĕ улнăшусем – çурални, мăшăрланни е уйрăлни, çемьере ача çурални е усрава илни, хушамата улăштарни, вилни – пĕтĕмпех гражданла актсен çырăвĕсенче палăрса юлаççĕ.

Çак кун çамрăк мăшăрсемшĕн – Шăмăршăри Андрей Лукьяновпа Алина Кулюкинашăн тата Анат Чаткасри Александр Кузьминпа Альбина Андрияновашăн яланлăхах асра юлĕ. Вĕсем, пĕр çемьепе пурăнакансем тата ача-пăчаллă пулнăскерсем, хăйсем саккунлă майпа пĕрлешнине ĕнентерекен Свидетельство çыртарса илчĕç.

– Пĕр-пĕрне яланах юратса, хисеплесе пурăнăр, – терĕ вĕсене саламланă тата мăшăрланнине çирĕплетекен Свидетельсвăсем панă май район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Елена Федорова. – Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнма тăрăшăр. Кун пек чухне çемье вучахĕ пĕр тикĕс ялкăшать, ачасене воспитани парасси те йĕркеллĕ пырать.

Саккунлă майпа пĕрлешнĕ çамрăк çемьесене тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем те ăшшăн саламларĕç, телейлĕ пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 декабря 2012
00:00
Поделиться