Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ

Юн кун районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Хальхинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырури тĕп ыйтусене тишкересси, пушар хăрушсăрлăхĕ пирки, уйрăмах Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче, аса илтересси, Чăваш Республикинче универсаллă электрон картисемпе усă курассине çирĕплетесси тĕп ыйтусем пулнă.

Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев ертсе пыракан ушкăн районти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çитнĕ. Чи малтан вĕсем Шăмăршăри çĕнĕ "Юмах" ача сачĕн строительство ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Унта халĕ вак-тĕвек ĕçсем кăна юлнă: кухня, медицина оборудованийĕсемпе сĕтел-пукана вырнаçтармалла. Валерий Петрович пĕлтернĕ тăрăх 90 вырăнлă ача сачĕ уçăлсан районта ача садне çÿрес текенсен черечĕ 100 проценчĕпех пĕтет.

Ача сачĕнче 5 ушкăн пулмалла. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1676,75 тăваткал метрпа танлашать. Пĕрремĕш хутра медицина пулăшăвĕн, хуçалăх, администрацин пÿлĕмĕсем тата пищеблок вырнаçнă. Гимнастика, музыка пÿлĕмĕсем – иккĕмĕш хутра. "Юмах" ача садне декабрĕн 25-мĕшĕнче уçма палăртаççĕ.

Çак ушкăн малалла районти тĕп больницăра пулнă. Тĕп больницăпа поликлиника ĕçченĕсем пĕр сменăра – 450, хĕрарăмсен консультацийĕ 30 çынна йышăнма пултарать. Стационарлă сиплев пÿлĕмĕсенче 49 койка, кăнтăрлахи уйрăмра 26 койка, çемье тухтăрĕн пĕтĕмĕшле практика офисĕсенче 17 койка вырнаçтарнă. Сывлăх сыхлавĕн районти учрежденийĕсенче пурĕ 32 тухтăр тата вăтам медицина пĕлÿллĕ 132 медицина ĕçченĕ тăрăшать.

Çавăн пекех "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕнчи ĕçсемпе, районта иртекен спорт ăмăртăвĕсен планĕпе паллашнă.

Прокуратура, суд ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă, районти ЗАГС çуртне те чарăннă.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министрĕн çумĕ Сергей Кудряшовпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков районти хастар çамрăксемпе Шăмăршă ял тăрăхĕн библиотекинче тĕл пулнă. Сергей Владимирович районта çамрăксем валли иртекен мероприятисемпе кăсăкланнă, вĕрентÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки каласа панă. Каярах çак ушкăн Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çул тытнă, унта ĕçлекенсемпе калаçнă.

Виççĕмĕш ушкăн Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи çынсемпе тĕл пулнă. Çак ушкăна Чăваш Республикинчи "Чувашрессовпроф" профсоюзсен пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Виталий Ильинпа район администрацийĕн йĕркелÿ ĕçĕсене пурнăçлакан пайăн кадрсемпе ĕçлекен эксперт специалисчĕ Зинаида Волкова ертсе пынă.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче районти çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнассине те йĕркеленĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 декабря 2012
00:00
Поделиться