Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленнĕ

ХАЛĂХА ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ĕç паракансемпе – предприятисемпе, организацисемпе, учрежденисемпе, ял поселенийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. 2012 çулта пирĕн центра 75 ĕç паракан вакантлă ĕç вырăн пурри, работниксем кирли пирки пĕлтернĕ. Яланхи тата вăхăтлăх ĕç сĕнекенсенчен 1415 заявка килнĕ. Центр ĕçсĕррисен кăмăлне туллин тивĕçтерме, май килнĕ таран ĕçе вырнаçтарма тăрăшать. Кăçал декабрь вĕçĕ тĕлне 140 ĕç вырăнĕ вакантлă юлнă.

Центр чылай çул ĕнтĕ "Кузьмич", "Сатеев А.И." фермер хуçалăхĕсемпе, уйрăм çыннăн "Гасымов" предприятийĕпе, "Шанс", "Агролес" ОООсемпе, Шăмăршă, Палтиел, Карапай Шăмăршă, Васан, Пăчăрлă Пашьел, Пуянкасси шкулĕсемпе, Шăмăршă, Палтиел, Чукал, Кивĕ Чукал, Пуянкасси ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр вĕсен руководителĕсене, кадрсен службин специалисчĕсене пушă ĕç вырăнĕсем пулни пирки сведенисене вăхăтра тăратнăшăн тав тăвать.

2013 çулта ĕçлĕ çыхăнусем малалла тăсăласса эпир çирĕп шанатпăр. Пĕрлехи ĕç районти халăха ĕçпе тивĕçтерессинче малашне те сисĕмлĕ пулăшу парĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 декабря 2012
00:00
Поделиться