Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тĕп ыйту – экологи

Нумаях пулмасть кăна-ха кунта "Экологи идейисен трибуни" темăпа семинар-канашлу пулса иртрĕ. Парк ĕçченĕсемсĕр пуçне унта Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекинче тăрăшакансем, ача-пăча кружокĕсен, пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем хутшăнма кăмăл турĕç.

Çитĕнекен ăрăва экологи воспитанийĕ парасси, çут çанталăка юратса ÿсме вĕрентесси – паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри. Ку – пурнăç, вăхăт ыйтăвĕ. Семинар-канашлăва килнисем çавра сĕтел хушшинче шăпах çакăн пирки калаçрĕç, экологи кружокĕсен, шкул лесничествисен опычĕпе паллашрĕç. Пĕр-пĕринчен вĕренмелли, паллах, сахал мар пулчĕ. Çакăнта теори материалĕсене электронлă майпа презентацилесе кăтартни те витĕмлĕ, усăллă пулчĕ.

"Кашни çыннăнах экологи культури пулмалла, ăна пурин те пăхăнмалла. Çут çанталăк, планетăмăр пуласлăхĕ, пирĕнпе пĕрлех, çитĕнекен ăруран та нумай килет. Ку тĕлĕшпе ĕçлемелли сахал мар", – çак шухăш тĕп вырăнта пулчĕ семинар-канашлура.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 декабря 2012
00:00
Поделиться