Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Тĕлĕнтермĕш чăрăш»

"АЛЕНУШКА" ача сачĕнче "Семицветик" ушкăнра "Тĕлĕнтермĕш чăрăш" конкурс иртрĕ. Кунта пурĕ 21 чăрăш илемлетнĕ. Чăрăшсене ачасем ашшĕ-амăшĕпе тата кукашшĕ-кукамăшĕпе пĕрле капăрлатрĕç. Пурте тăрăшса ĕçлерĕç. Кашни чăрăшăн хăйĕн ячĕ пур: Т.Прохорован "Кремль елки", Н.Ларшникован "Тинĕс пики", М.Митрофанован "Пурçăн чăрăш". Ачасем коллективпа пĕрле хитрелетнĕ пысăк чăрăш та кашнийĕн кăмăлне çĕклерĕ. Çак капăрлатнă чăрăшсене комисси пăхса тухса лайăхпа хакларĕ, вĕсене "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ йĕркеленĕ конкурса тăратрĕ. "Аленушка" ача сачĕн администрацийĕ çак ачасен ĕçĕсене Дипломсем парса чысларĕ. И. Кондратьев, Е.Чумуркин, М.Ильичева, С.Трофимова, С.Каргина, Д.Ложкин, В.Краснова тата ытти ачасем илемлетнĕ чăрăшсем те Тав çырăвне тивĕçрĕç. Эпир, "Семицветик" ушкăн воспитателĕсем, çак ĕçсем район конкурсĕнче те çĕнтерессе шанса тăратпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 декабря 2012
00:00
Поделиться