Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пăр çийĕ пит йĕрлĕ...

         ХĔЛ МУЧИ хăйĕн аллипе аванах хыпашла пуçларĕ, питрен куçран чĕпĕтме тытăнчĕ. Çакă "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн территорийĕнче конькипе ярăнма юратакансем валли каток пăрлантарма тинех май туса пачĕ. Халĕ ачасем пушă вăхăтне, канмалли кунĕсене кунта ирттереççĕ. Çитĕннисене те пăр çине йĕрленине курма пулать. Ярăнма кăмăл тăвакансене "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн администрацийĕ конькипе те тивĕçтерет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 декабря 2012
00:00
Поделиться