Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Букварьтен – илемлĕ литературăна

ÇАК КУНСЕНЧЕ шкулта пĕрремĕш классенче вĕренекенсем, хăйсен учителĕсем пулăшнипе, пĕрремĕш кĕнекен – букварĕн программине вĕçлерĕç. Халĕ пĕрремĕшсем библиотекăналла сукмак хывма, хăйсене килĕшекен ача-пăча кĕнекисене илсе вулама та пултараççĕ ĕнтĕ.

– Пĕчĕккисем букварь программине вĕçлесен, вĕсене çулленех хамăр библиотекăпа паллаштаратпăр, вулакансен йышне кĕртетпĕр, – каласа пачĕ Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекин заведующийĕ И.Тимофеева. – Паян акă Шăмăршă вăтам шкулĕнчен каллех пĕрремĕшсем килсе çитрĕç. Маларах унтан икĕ класс килнĕччĕ.

Библиотекăн ача-пăча уйрăмĕнче Л.Чернышова библиотекарь М.Абсалямова вĕрентекен ачасене ăшшăн кĕтсе илчĕ, вĕсене выставкăри илемлĕ иллюстрациллĕ ача-пăча кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Кун хыççăн пĕчĕккисем сĕтел хушшине ларса хăйсем умне хунă хитре хуплашкаллă кĕнекесене пăхса тухрĕç.

– Ачасем, сире хăш кĕнеке килĕшет, çавна киле илсе кайса вулама пултаратăр, – терĕ Лилия Касимовна.

Малалла библиотекарь пĕрремĕшсене килте кĕнекене тирпейлĕ упрамалли, ăна палăртнă вăхăтра библиотекăна каялла тавăрса памалли пирки ăнлантарчĕ. Кун хыççăн вулакан формулярне уçса пĕрремĕшсене хăйсем килĕштерекен кĕнекесене çырса пачĕ.

Пĕчĕккисем килĕсене хаваслăн саланчĕç. Вĕсем малашне илемлĕ литературăпа туслă пурăнасса шанас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 декабря 2012
00:00
Поделиться