Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ÿстĕр чăрăш – уншăн тăрăш

ÇĔНĔ çула кĕтсе илме кашниех чылай малтан хатĕрленме тытăнать. Уяв илемĕ – капăр елка.

Çавна май хăшĕ-пĕрисем пуртă тытса вăрмана вăрттăн çул тытаççĕ, çамрăк чăрăшсене пĕр шелсĕррĕн касаççĕ. Кун пек çынсене браконьерсем теççĕ. Çут çанталăка, вăрман хуçалăхне çапла майпа сиен кÿрекенсене саккун та каçармасть: вĕсене уголовлă тата административлă майпа явап тыттараççĕ.

Çĕнĕ çул умĕн Шăмăршă лесничествин ĕçченĕсем чăрăшсене сыхласа хăварас, браконьерсене тытса чарас тĕллевпе рейдсем ирттереççĕ, вăрмана кĕрекен çулсен хĕррисенче ятарлă постсем йĕркелеççĕ, çынсем хушшинче ăнлантару ĕçĕсем туса ирттереççĕ.

Çакна аса илтерес килет: саккуна пăсса каснă пĕр чăрăшшăн уйрăм çынсен 3-4,5 пин, должноçри çынсен 20-40 пин, юридици сăпатлă çынсен 50-150 пин тенкĕ таран штраф тÿлеме, вăрман фондне кÿнĕ тăкака саплаштарма тивет. Енчен те чăрăша сыхлакан çут çанталăк территорийĕнче вăрттăн каснăшăн тата 3,5-5 пин тенкĕ таран тÿлемелле пулĕ.

Чăрăшсене касма тата сутма ятарлă аукционта çĕнтернисен çеç ирĕк пур. Ку ыйтупа Шăмăршă, Палтиел тата Чукал участок лесничествисемпе, "Агролес" ОООпа çыхăнмалла.

Чăрăш – вăрах ÿсекен йывăç. Хунавран чăн-чăн вăрман илемĕ пулса çитме ăна нумай çул кирлĕ. Апла пулсан, касас марччĕ вĕсене. Пĕр сăмахпа, ÿстĕр чăрăш – уншăн тăрăш.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 декабря 2012
00:00
Поделиться