Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ăмăртусенчен – çитĕнÿсемпе

АЧАСЕНЕ хушма пĕлÿ паракан "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿрекенсем хăйсен ăсталăхне ÿстерсех пыраççĕ, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче час-часах çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Нумаях пулмасть Чăваш Республикинче самбо енĕпе мала тухассишĕн иртнĕ тупăшура 1999-2000 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче хăйсен виçисенче Михаил Поповпа Федор Семенов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Декабрĕн 16-мĕшĕнче вара Çĕнĕ Шупашкарта дзюдо енĕпе кĕрешсе республикăра мала тухассишĕн турнир иртрĕ, унта 1996-1997 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕр ачасем хутшăнчĕç. Çивĕч кĕрешÿсенче хăйсен виçисенче Анастасия Нугаева (63 кг таранчченхи виçере), Иван Филиппов (60 кг таран) Чăваш Республикин чемпионĕсем пулса тăчĕç. 81 килограмм таранчченхи виçере вара Игорь Ефимов кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Светлана Ленгесова, Александра Федорова, Алексей Петров, Руслан Алексеев, Артем Егоров – бронза призерĕсем.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 декабря 2012
00:00
Поделиться