Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Уявсем инкексĕр иртчĕр

ÇĔНĔ ÇУЛ тата Раштав уявĕсем – ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те илемлĕ, хаваслă вăхăт. Кашни учрежденире, предприятипе организацире тата кил-çуртпа хваттерте чăрăшсем вырнаçтарса лартаççĕ, вĕсене гирляндăсемпе, электричество вăйĕпе ĕçлекен ытти хатĕрсемпе илемлетеççĕ. Çак уяв кунĕсенче кăмăл ан пăсăлтăр тесен пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пурнăçламалла. Ку йĕркесем вара питĕ ансат.

Чăрăша çирĕп тĕрев çине, ăшăтакан электроприборсенчен аяккарах лартмалла. Уяв чăрăшне çутатма юсавлă тата заводра туса кăларнă электрогирляндăсемпе кăна усă курмалла.

Чăрăша çуртасемпе, ваткăпа, хутран, целлулоидран тунă теттесемпе хитрелетме юрамасть. Маскарад костюмне марльăпа ваткăран, хут-картонран туса хатĕрлени те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Уяв чăрăшĕ таврашĕнче те çуртасем, бенгаль хĕлхемĕсем чĕртме, вут сирпĕтекен ытти хатĕрсемпе усă курма юрамасть.

Çĕнĕ çул мероприятийĕсене ирттерме, чăрăш лартма çуртăн пĕрремĕш е иккĕмĕш хутĕнчи пÿлĕмсене кăна суйласа илмелле (виççĕмĕш хутра юрамасть), вĕсенче кĕмелли-тухмалли икĕ алăкран кая пулмалла мар.

Чăрăша алăк çывăхне лартма (унăн тураттисем стенана, маччана ан перĕнччĕр), пÿлĕмсене ытлашши нумай çынна (нормативпа килĕшÿллĕн кăна) кĕртме юрамасть. Уяв иртекен пÿлĕмсенче огнетушитель, ещĕкпе хăйăр, хулăн витĕнчĕк пулмалла.

Завод кăларнă электрогирлянда коробки çинче Росстандарт тата пушар хăрушсăрлăхĕн сертификацийĕн паллисем уçăмлă курăнмалла. Лампочкăсен напряженийĕ 12 В таран, хăвачĕ 25 Вт таран пулмалла.

Уяв иртекен пÿлĕмсенче пиротехника хатĕрĕсемпе усă курма юрамасть. Пушар тухнине курсанах сотовăй телефонпа (номерĕ – 112) çăлав службине шăнкăравласа пĕлтермелле.

Уяв йĕркелекенсен эвакуаци планне туса хатĕрлесси пирки те манмалла мар. Алăксен çывăхне, чÿречесем умне, коридорсенче сĕтел-пукан купаласа хума юрамасть. Руководителĕн уявшăн яваплă çынсемпе пушар хăрушсăрлăх йĕркисем тăрăх инструктаж ирттермелле.

Çÿлерех асăннă йĕркесене çирĕп пурнăçласан Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем инкексĕр тата савăнăçлă иртĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 декабря 2012
00:00
Поделиться