Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Уçăлчĕ «Лидер» кунта эсир килĕр

ЮН кун, декабрĕн 12-мĕшĕнче, Шăмăршăра "Лидер" лавккана хаваслă лару-тăрура уçрĕç. Районти çĕр-çĕр çын кунта килсе курма васкарĕ. Чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕ пулни те çынсене кунта йыхравларĕ. Конкурссем пулни те килнисене савăнтарчĕ.

Хуçалăхра, кил-çуртра пурăнакана темĕн те кирлĕ. Çынсем çулсеренех йăла-йĕрке техникине çĕнетеççĕ, çĕннине туянаççĕ. Халĕ кашнин килĕнчех телевизор, холодильник, япала çăвакан машина тата ытти хатĕр пур. Компьютерпа ноутбука та хăнăхса алла илсе пыратпăр. Вĕсем – хыпарсем пĕлмелли çăл куçсем. Кĕсье телефонĕ пирки каламалли те çук, унсăр хамăра алăсăр пекех туятпăр.

Иртнĕ ĕмĕрте вĕсене туянма çăмăлах пулман. Хамăр патра тупăнманран çывăхри хуласене кайма тивнĕ. Халĕ вара кунтах, инçе çÿремесĕрех кирлине туянма майсем пур. Шăмăршăри "Лидер" лавккана кĕрсен куçсем алчăрасах каяççĕ. Кунта кил-çуртра, хуçалăхра кирлĕ пĕтĕм тавар пур. Лавккари ассортимента пăхса тухас тесен самаях вăхăт иртет. Курса тĕлĕнмелли нумай вара.

– Çĕнĕ çулччен таварсен хакне йÿнетнĕрен телевизор, холодильник, çемçе сĕтел-пукан тата ытти те нумай сутăнать", – пĕлтерчĕ лавкка ертÿçи Вячеслав Григорьев. – Машина таварсене клиентсем патне турттарса ĕлкĕреймест. Лавккара çĕнĕ уйрăмсем те уçрăмăр: сĕтел-пукан, инструментсемпе сантехника уйрăмĕсем. Универмагра вырнаçнă чухне хамăр пĕтĕм ассортимента кăтартма май килмерĕ. Халĕ ку енĕпе чăрмавсем çук. Çынсем кашни япаланах тытса пăхса тĕрĕслеме пултараççĕ. Эпир çынсене кирлĕ таварпа тивĕçтерессишĕн ырми-канми ĕçлĕпĕр. Пурне те хамăр лавккана, Космовский урамĕнче вырнаçнăскере, ырă сунса кĕтетпĕр.

"Лидерта" 10 çын вăй хурать. Ольга Шумилова, Рада Михайлова, Надежда Фадеева кредит специалисчĕсем, Владимир Антонов, Руслан Краснов, Алексей Уразаев, Эдуард Гусячкин, Артем Тускаев консультант сутуçăсем, Вениамин Данилов водитель тата лавкка ертÿçи Вячеслав Григорьев.

Вячеслав Александрович пĕлтернĕ тăрăх, лавккара вăй хуракансем пурте хăйсен ĕçри тивĕçĕсене лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен ĕçне хурлакансем халĕччен пулман, малашне те ан пултăрччĕ, паллах.

Тавара кунта кредитпа та туянма пулать. Çак ĕçе пурнăçлама 5-10 минутран ытларах вăхăт та иртмест. Çумра кирлĕ документсем çеç пулмалла. Вара эсир туяннă тавара каланă адреспа леçсе те парĕç.

Çĕнĕ лавккасем уçăлни, пĕр вырăнтах тĕрлĕ тавара туянма май пулни çынсене нумай çăмăллăх кÿрет. Вăхăта ирттерсе унталла-кунталла чупса çÿремелле мар. "Лидерта" эсир хăвăр валли тавар, тăванăрсемпе юлташăрсем валли парне шыраса тупма пултаратăр. Акцисем вăхăтĕнче таварсене самай йÿнетнĕ хакпа туянма пулать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 декабря 2012
00:00
Поделиться