Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Преступлени турăн – явап тыт

2012 çулхи 11 уйăхра район территорийĕнче 135 преступлени тунине регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта – 133). Преступленисен 94,7 процентне тăрă шыв çине кăларнă (пĕлтĕр çак тапхăрта – 93,3 процент).

Преступленисене уйрăммăн илсе пăхсан, кăçал январь-ноябрь уйăхĕсенче вĕлерессипе хăратасси, ют пурлăха вăрласси, уççăн çаратассси, обществăлла вырăнсенче, урамсенче преступлени тăвасси, çул çитменнисем, малтан судпа айăпланнисем, ниçта та ĕçлеменнисем саккун йĕркине пăсасси ÿснĕ.

Çынна юриех вăтам шайри сурансем кÿресси, çын çине алă çĕклесси, ултавлă ĕç, растрата тата экономика преступленийĕсем тăвасси, саккуна пăсса килте хĕç-пăшал, патронсем упрасси, ÿсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем кукăр çул çине тухасси чакнă.

Çынна юриех йывăр суранланă (пĕрер факт) хĕнесе асаплантарса пурăннă (виçшер факт), взятка илнĕ (пĕрер факт) тĕслĕхсем пĕр шайрах юлнă.

Пире, полици сотрудникĕсене, районта çынна вĕлерессипе хăратасси ÿссе пыни питĕ пăшăрхантарать. Пĕлтĕр, сăмахран, 11 уйăхра çакнашкал 14 факта регистрациленĕччĕ, кăçал çак тапхăрта – 23. Çакнашкал тĕслĕхсемпе эпир тĕплĕн ĕçлетпĕр, РФ УКĕн 119 статйипе килĕшÿллĕн уголовнăй ĕçсем пуçаратпăр. Ноябрь уйăхĕнче акă Асанкассинче упăшки - арăмне, Энтĕрьелĕнче арçын – хăйĕн пĕртăванне, тепĕр арçын кÿршĕре пурăнакан хĕрарăма вĕлерессипе хăратнă. Суд сакки çине ларнă хыççăн вĕсем çак хăрушă сăмах хăйсемшĕн мĕн хака ларнине лайăх ăнланса илĕç.

Ют пурлăха куç хывасси ÿссе пыни те кулянтарать. Пĕлтĕр 11 уйăхра кунашкал 25 факта шута илнĕччĕ, кăçал çак тапхăрта 28. Иртнĕ уйăхра Асанкассинчи предприниматель лавккинчен 1979 çулта çуралнă, вăрланăшăн малтан та судпа айăпланнă арçын тĕрлĕ япаласем тата 30 пин тенкĕ укçа вăрласа тухнă. Халĕ следстви ĕçĕ пырать.

Ярăславри пĕр çуртран, Шăмăршăри Космовский урамĕнчи хваттертен 3500 тата 3600 тенкĕ тăракан сотовăй телефонсем вăрласа кайнă. Кукăр алăллă арçынсем пирки, РФ УКĕн 158 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, уголовнăй ĕç пуçланă. Шăмăршăри техника юсакан станци умĕнче Çĕпрел йĕкĕчĕ Шăмăршă çыннинчен уççăнах 2000 тенкĕ укçа тата сăра туртса илнĕ. Çак факт тăрăх та ноябрьте, РФ УКĕн 161 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, уголовнăй ĕç пуçарнă. Çÿлерех асăннă çынсем пурте тивĕçлĕ айăплав илĕç.

Кăçал преступленисен 94,7 процентне тăрă шыв çине кăларнине асăнтăмăр ĕнтĕ. Ку – республикăри чи лайăх результатсенчен пĕри. Преступлени тунă çынсен айăплавсăр юлас, ответ тытассинчен хăтăлас шанăç çукпа пĕрех. Çавна май пурне те саккунпа килĕшÿллĕ пурăнма сĕнетпĕр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 декабря 2012
00:00
Поделиться