Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕл пире хăратаймасть

ДЕКАБРĔН 14-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев коммуналлă хуçалăх хĕле мĕнлерех хатĕрленни пирки ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Котельнăйсем ĕçлени, ăшăпа тивĕçтерни, çынсен пурнăçĕнчи хăрушсăрлăха тытса тăрасси – тĕп ыйтусем пулнă.

Канашлура районти лару-тăру пирки райадминистрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем Владимир Никифоровпа Владимир Петьков доклад тунă. Хальхи вăхăтра районти 31 котельнăй та чăрмавсăр, лайăх ĕçлеççĕ. Хваттерте пурăнакан çынсене, учрежденисемпе организацисене ăшăпа тивĕçтереççĕ. Саппасра çунтармалли хытă топливо та районта çителĕклĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 декабря 2012
00:00
Поделиться