Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Эпĕ ишме вĕренетĕп

"Эпĕ ишме вĕренетĕп" республика проектне пурнăçласа Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿреççĕ.

Çак вăхăтра бассейнсем хаваслă ачасен сассипе тулаççĕ. Класпа класс ачисем пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртусем те йĕркелеççĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ. Çавăн пекех вĕрентекенсем хăйсен ăсталăхне республикăри ăмăртусенче те кăтартаççĕ, ишев енĕпе пулакан ăмăртусене хутшăнаççĕ.

Каникул вăхăтĕнче те шкул ачисем бассейна çÿреççĕ. Çитĕнекен ăру хăйĕн сывлăхне çирĕплетесси çине пысăк тимлĕх уйăрни, ÿт-пĕвне пиçĕхтерни – ырă пулăм.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 декабря 2012
00:00
Поделиться