Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тылра ĕçленĕ, платник пулнă

ЯРĂСЛАВРИ В.Краснов – ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри. Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, лайăх çемье пуçĕ пулнипе тивĕçнĕ Василий Афанасьевич çак ят-сума. Ĕçпе тыл ветеранĕ нумаях пулмасть 82 çул тултарчĕ.

Ваççа тетен пархатарлă ĕçĕпе пурнăçĕ çинчен хаçатра çырса кăтартас тĕллевпе çак кунсенче Красновсем патнелле çул тытрăм. Ваççа тете хăйсен килĕ умĕнче лаша лавĕ çинчен типĕ туратсем пушататчĕ. Мана курсан вăл кăмăллăн сывлăх сунса пуç сĕлтрĕ те килне кĕме сĕнчĕ.

– Хамăн ÿсĕмри пин-пин тантăшăнни евĕрлех манăн пурнăçăм, - сĕтел хушшинче мана техĕмлĕ чейпе, тутлă çимĕçсемпе сăйланă май, васкамасăр калаçрĕ Ваççа тете. – Пирĕн ÿсĕмрисен пурнăçĕ çăмăлах килмерĕ. Вăрçă çулĕсенчи тата ун хыççăнхи тапхăрта уйрăмах йывăр килчĕ пире...

КОЛХОЗА КĔМЕН – КИЛ-ÇУРТСĂР ЮЛНĂ

1930 çулта çутă тĕнчене килнĕ Василий. Ашшĕпе амăшĕ – Афанасийпе Александра Красновсем ялта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăнă. Колхоза кĕмен. Хăйсен çемйине тивĕçекен пай çĕрĕ çинче хăйсемех ĕçленĕ. Çавна май влаç çыннисем Красновсене пысăк налуксем тÿлеттернĕ. Лашапа ĕçлесе уй-хирте çитĕнтернĕ тырă налукĕсене татма çитсе пыман. Çавна май тăватă ачаллă çемьен (Ваççа виççĕмĕш ача пулнă) пÿрте сутса яма тивнĕ. Анчах пÿрт укçи налуксемпе татăлма çитмен, çавăнпа вĕсен хуралтисене те Хайпăла колхозĕ валли сÿтсе кайнă. Нумай ачаллă çемье хура çĕр çине тăрса юлать... Çапах та Красновсем колхоза кĕмен, хăйсен ашшĕ-аслашшĕн çĕрне тата выльăх-чĕрлĕхе пĕрлешÿллĕ хуçалăха пама шутламан.

Афанасий Михайлович, ĕçре вăр-варскер, аптраса ÿкмен: ялта вите пури туянса пысăках мар пÿрт ăсталать, хăйĕн пысăк çемйине çĕр пÿртрен унта куçарать. Çак çуртра çемье 17 çул пурăннă.

ВĂРÇĂ ÇУЛĔСЕНЧЕ

Аслă Аттелĕх вăрçин çулăмĕ ялкăшма пуçласан Ярăславри арçынсене пĕрин хыççăн теприне фронта ăсатнă. Тырă вырнă вăхăтра Афанасий Краснова та вăрçа кайма повестка панă.

– Атте пирĕнпе уйрăлас умĕн аннене, икĕ ывăлĕпе икĕ хĕр ачине ыталаса питрен чуп турĕ те: "Аннĕр каланине итлесе пурăнăр, яланах пулăшăр ăна...", – терĕ. Кун хыççăн сасартăк капланса килнĕ куççульне шăлса илчĕ. Мăнтарăн атте... Хăйĕн çывăх çыннисене урăх нихăçан та кураймасса чунĕ сиснĕ пулĕ çав ун чухне. 1943 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче Афанасий Краснов хĕрлĕ армеец Калинин фронтĕнчи хаяр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунине пĕлтерекен хурлăхлă çыру килчĕ пирĕн киле.

Амăшĕ, Элекса аппа, тăватă ачапа юлнăскер, çемье лавне малалла тапса туртнă. Ачисем амăшне май килнĕ таран пулăшса пынă. Ытти çемьесенчи пекех, яшкана курăкпа çăратнă. Терка витĕр кăларнă çĕрулми çине кăштах ыраш çăнăхĕ хушса пĕçернĕ икерчĕ вара пуринчен те тутлăрах апат пулнă.

Амăшĕпе тата Марье аппăшĕпе пĕрле хĕлле вăрмана çунапа кайни, унта çекĕлпе йывăç турачĕсене хуçа-хуçа антарса вĕсене киле туртса таврăнни, çапла майпа кăмака хутса пурăнни пирки те каласа пачĕ Ваççа тете. Пĕр çулхине, юр ларас умĕн, Хурăнвар патнелле тăсăлакан хире кайса, унтан пĕр хутаç ыраш шĕкĕлчесе таврăннине (йĕпе çанталăка пула тырра пĕтĕмпех пуçтарса илеймен), ăна алă арманĕпе авăртса темиçе эрне тутлă та сĕтеклĕ яшка çисе пурăннине, çуркунне уй-хирте крахмал пуçтарса çÿренине, ун çине çăнăх хушса пашалу пĕçернине те асăнчĕ.

Часах Ваççан тетĕшне – Элюка ытти яшсемпе пĕрле ФЗОна (фабрикăпа заводри ĕç вĕрентĕвĕ) вĕренме янă. Вĕренсе пĕтерсен Алексей çар заводĕнче ĕçленĕ. Ăна унтанах службăна илнĕ, Инçет Хĕвел тухăçĕнчи чаçра çар тивĕçне пурнăçланă (1945 çулхи август-сентябрь уйăхĕсенче вăл юлташĕсемпе пĕрле японецсене хирĕç çапăçнă, "Паттăрлăхшăн" тата "Японие çĕнтернĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ. Киле 1947 çулта таврăннă).

ТЫЛ АЧИСЕМ

– 1-3 классенче Ярăслав шкулĕнче пире Федор Леонтьевич Николаев вĕрентрĕ, – аса илет Василий Афанасьевич. – 4-мĕш класа куçсан пирĕн учителе фронта ячĕç. Ун хыççăн пире Клавдия Андреевна Митрофанова вĕрентрĕ. 4 класран урăх вĕренме май килмерĕ – эпĕ ялти ачасемпе пĕрле тылри ĕçсене кÿлĕнтĕм. Бригадăра хам пек ачасемпе пĕрле – Иван Романовпа, Александр Морозовпа, Анатолий Карсаковпа – вăкăр тата лаша кÿлсе çĕр сухаланă, уй-хире тислĕк тăкнă, утă-улăм, кĕлтесем турттарнă. Хĕлле вăрмантан колхоз валли йывăç кăларнă. Çулран-çул чăтăмлăн ĕçленĕ, хамăр Аслă Çĕнтерÿшĕн ĕçленине лайăх ăнланнă эпир.

1945 çулхи май уйăхĕнче, Василий Краснов юлташĕсемпе пĕрле хирте вăкăрсем кÿлсе суха тунă. Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче, 12 сехет патнелле, çур акинчи тыл ĕçченĕсене куллен çăнăх шÿрпи е ыраш кĕрпинчен пĕçернĕ пăтă çитернĕ, пĕрер чĕлĕ çăкăр валеçнĕ. Поварсем йĕтемре хĕрлĕ ялав çĕклесе пурне те апата йыхравланă. Çĕнтерÿ кунĕнче – майăн 9-мĕшĕнче вара ялава ирхине 9 сехетрех çĕкленĕ.

– Эпир вăкăрсене çерем çине ятăмăр та, мĕншĕн апата ир чĕнеççĕ-ха тесе тĕлĕнсе, йĕтемелле утрăмăр, – малалла каласа парать Ваççа тете. – "Вăрçă пĕтнĕ! Нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕ! Çĕнтерÿ! Çĕнтерÿ!" – янăрарĕ йĕтем таврашĕнче. Пурте: "Ура!" кăшкăраççĕ. Ял çыннисем пĕр-пĕрне ыталаççĕ, чуп тăваççĕ. Хăш-пĕрисем вара фронтра вилнĕ ашшĕсене, ывăлĕсене, тетĕшĕсемпе шăллĕсене аса илсе, вĕсем нихăçан та киле çаврăнса килейменнишĕн чунтан хурланса йĕчĕç. Ялта такам купăс тăсса яни, хĕрарăмсем савăнăçлăн такмак калани илтĕнчĕ... Парти райкомĕнчен килнĕ çын пуху ирттерчĕ, тылра канăçа пĕлмесĕр ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăшăн пурне те тав турĕ.

ÇАР СЛУЖБИНЧЕ

Вăрçă хыççăн Василий Краснов Шăмăршăри машинăпа трактор станцийĕнче (МТС) прицепщикра ĕçленĕ. Кунтанах ăна 1950 çулхи октябрьте çар службине илнĕ. Службăна Михаил Ивановпа пĕрле тухса кайнă. Пĕр ял йĕкĕчĕсем Кавказ таврашĕнчи тĕрлĕ пограничнăй заставăсенче службăра тăнă.

Пĕррехинче, виççĕмĕш çул службăра тăнă вăхăтра, Василий Краснов килтен çыру илнĕ. Амăшĕ ăна пÿрт ерипен çĕрĕшсе пыни пирки пăшăрханса çырса янă. Воин-пограничник çырăва тумбочка çине хунă та тарăн шухăша кайнă. Çакна застава начальникĕ Черняков капитан тÿрех асăрхать. Салтак ăна амăшĕн çырăвĕ пирки пĕлтерет. Командир пограничникăн кил-йышĕпе те интересленет. "Ан кулян, воин, – тет Черняков. – Сирĕн аçăр Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă, тетĕр те фронтра çапăçнă. Хăв та маттур воин-пограничник. Тăван çĕр-шывăн паттăр хÿтĕлевçисен çемйин çĕрĕшнĕ пÿртре пурăнмалла мар. Халех сирĕн районти çар комиссарĕ патне çыру çырса яратăп, райплан урлă хыр пĕренесем çыртарса пама ыйтатăп".

– Тепĕр икĕ уйăхран килтен Улька йăмăкăмран çыру килчĕ, – пĕлтерет Ваççа тете. – Райплан урлă пирĕн çемьене 30 кубометр хыр йывăçĕ уйăрни, Элюк тете вĕсене хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле вăрмантан кăларса кил умне тирпейлĕн купаласа хуни пирки хыпарланă. Тепĕр çур çултан, эпĕ салтакран таврăнсан, пÿрт пури пурама пуçламалли çинчен систернĕ.

Çак ырă хыпар мана йывăр службăра хавхалантарса пычĕ.

ÇĔНĔ ÇЕМЬЕ

1954 çулхи февральте службăран таврăнсан Василий Краснов каллех тăван колхозра, уй-хирте ĕçлеме пуçлать. Çуркунне тетĕшĕпе, тăванĕсемпе пĕрле пÿрт пури пураса лартаççĕ. Çемье часах çĕнĕ пÿрте пурăнма куçать.

Çак çуртран пуçланать те ĕнтĕ Ваççа тетен платник ăсталăхĕ. Малалла вăл колхозра платниксен бригадинче ĕçлеме пуçлать, ытти ăстасемпе пĕрле ял çыннисем валли те çуртсем тăвать.

1957 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче Ярăславра чаплă туй кĕрлет: Василий Краснов ялти чипер хĕрпе – Нина Егоровапа – пĕр çемьене пĕрлешет. Лăпкă, кăмăллă та ĕçчен кин хăйĕн хунямăшĕпе тÿрех пĕр чĕлхе тупнă. Сĕм-тăлăх ÿснĕ хĕре хунямăшĕ те питĕ хисепленĕ.

Пĕр çулталăкран, туслă çемьене тулли савăнăç кÿрсе, çутă тĕнчене хĕр пĕрчи – Лидия – килет. Каярахпа çемьене тепĕр хĕрпе (Оля) икĕ ывăл (Володьăпа Коля) хутшăнаççĕ.

Нинăпа Василий Красновсем тăван колхозра тăрăшса ĕçленĕ. хăйсен ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ, аслисене хисеплеме вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Лидия Шупашкарта тĕпленнĕ, поварта ĕçлет. Володя та çак хуларах пурăнать, вăл – холодильниксем юсакан слесарь. Коля тĕп килте пурăнать, вахта мелĕпе Мускава ĕçлеме çÿрет. Пурте – çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Питĕ шел, Красновсен Оля хĕрĕ, пĕр ача амăшĕ, автоаварире вăхăтсăр – хĕрĕх виççĕрех – пурнăçран уйрăлнă.

Василийпе Нина Красновсем пысăк та хăтлă çуртра – ăна 1972 çулта тунă – хăйсен Коля ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. Кинĕпе, Маринăпа – вăл Васанти ача сачĕнче ĕçлет – килĕштереççĕ. Икĕ мăнук – Василекпа Олег – ватăсене чир-чĕре çĕнтерсе пурăнма хавхалантараççĕ. Красновсен пурĕ 5 мăнук.

ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ – КАРТИШ ТУЛЛИ

Красновсем ялта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăраççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен картишĕнче – лаша, ĕне, сыснасем, 7 пуç сурăх, йышлă хур-кăвакал, чăх-чĕп. Выльăх-чĕрлĕх пăхма çамрăксене Ваççа тете те пулăшать. Вăл, пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхнĕскер, выльăхсене яланах юратса пăхать.

– Ялта выльăх-чĕрлĕх тытмасăр май килмест, – тет ĕçпе тыл ветеранĕ В.Краснов. – Выльăх усрасан çемье валли сĕт продукчĕсем те, аш-какай та çителĕклĕ пулать. Ытлашши продукцие вара сутатпăр, çемье бюджетне хушма укçа-тенкĕпе пуянлататпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 декабря 2012
00:00
Поделиться