Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КВН – хаваслă вăйă

КВН – пуриншĕн те юратнă мероприяти пулĕ. Пултаруллă та пуçаруллă çамрăксем куракансене култараççĕ, пурнăçри çитменлĕхсене, самантсене сцена çинче кăтартса параççĕ.

Районти культура аталанăвĕн центрĕнче район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕ пуçарнипе Раççей историйĕн çулне халалласа çамрăксемпе шкул ачисен КВН вăййисем иртрĕç. Сцена çине 6 команда тухрĕ. Пĕри тепринчен ăстарах та пултаруллăрах пулчĕ.

Пĕрремĕш вырăна, шкул командисем хушшинче, Шăмăршă шкулĕн "Пире ăнланаймăн" команди йышăнчĕ. Иккĕмĕш – Пăчăрлă Пашьел шкулĕн "Асăрханăр, вĕри шыв!" команди, виççĕмĕш – Палтиел шкулĕн "Бэта" команди пулчĕç. Вăйăсене хастар хутшăннăшăн Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕн "Адреналин" командине палăртса хăварчĕç.

Ял тăрăхĕсенчи çамрăксен КВН командисем иккĕ кăна пулчĕç. Пуянкассисем Васансенчен пур енĕпе те пуçаруллăрах пулчĕç, вĕсем – çĕнтерÿçĕсем.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 декабря 2012
00:00
Поделиться