Юмах кăтартнă
ШĂМĂРШĂРИ "Аленушка" ача сачĕнче "Теремок" юмаха кăтартнă. Ăна "Семицветик" ушкăна çÿрекен шăпăрлансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ тата Г.Корняковапа Н.Николаева воспитательсем, С.Камкина воспитатель пулăшуçи куракансем умне кăларнă. Тумтире ачасен амăшĕсем çĕлесе хатĕрленĕ, илемлетнĕ.
Юмах пурне те килĕшнĕ, куракансем те, юмахра вылякансем те кăмăллă юлнă.
Воспитательсем "Семицветик" ушкăна çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшне пулăшу панăшăн, яланах тачă çыхăнура пулнăшăн тав тăваççĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"