Чăваш пики – илемлĕ Юр пике
ЧĂВАШ хĕрĕ мĕн авалран сăпайлă та ĕçчен пулнă. Вăл пурнăçлама пĕлмен пĕр ĕç те пулман. Пикесем тĕрленĕ, çыхнă, апат-çимĕç пĕçернĕ. Ăçта кайсан та хăйсене тытма пĕлнĕ. Хальхи хĕрсем асанне-кукамай йăли-йĕркине тытса пыраççĕ-ши; Çакна пĕлес тесе тата чăваш халăх культурине аталантарса тытса пырас тĕлĕшпе Шăмăршă районĕн культура аталанăвĕн центрĕнче декабрĕн 21-мĕшĕнче "Чăваш пики – илемлĕ Юр пике" илем конкурсĕ иртет.
Конкурсра 16-25 çулсенчи чăваш тумтирне тăхăннă хĕрсем хутшăнаççĕ. Вĕсен тăватă конкурс витĕр тухма тивĕ: "Паллаштару", "Чăваш халăх апачĕ", "Юр пике сăнарĕ" (Юр пике тумĕсене кăтартни), "Пултарулăх конкурсĕ" (юрă, ташă тата ыт.ыт).
Апла пулсан, конкурса хутшăнакан хĕрсен чăваш халăх йăли-йĕркине, историне, культурине лайăх пĕлмелле. Паллах, хăйсене сцена çинче мĕнлерех тыткалани те хакланĕ.