Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнтерÿ – Шăмăршăсенче

ЧĂВАШ Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан шкул ачисен XV Спартакиадинче пирĕн районти вĕренекенсем те лайăх результатсем кăтартаççĕ. Баскетболла выляссипе 1999-2000 çулсенче çуралнă ачасем хушшинчи ăмăрту та çакна çирĕплетсе парать. Финалта Шăмăршăсем хĕрÿ те интереслĕ вăйăра Улатăрсене парăнтарса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Пирĕн командăна С.Хафизов тренер вăйăсене хатĕрлентернĕ. Çакнашкал пысăк çитĕнÿпе Сергей Анатольевича тата унăн командине саламлатпăр, малашне татах та çĕнтерÿсем сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 декабря 2012
00:00
Поделиться