Çĕнелнĕ тăрăхра, вăрман варринче
2002 çултах эпĕ "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра "Вăрман варринчи вăрман промхозра" материал пичетленĕччĕ, унта 1931 çулта йĕркеленнĕ предприяти кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатса пама тăрăшнăччĕ. Анчах çакăнпа çеç çырлахас килмерĕ, тĕпчев ĕçне малалла тăсрăм. Çавна май çĕннине татах пĕлме май килчĕ. Çакă вулакансемшĕн те, район историйĕпе кăсăкланакансемшĕн те вырăнлă пулĕ тетĕп.
Истори докуменчĕсем тăрăх Баскак поселокĕнче 1920 çулхи июнь уйăхĕнче Упамса çырмин сулахай енче вăрмана сыхлас тĕллевпе йывăçран лесник çуртне туса лартнă. 1926 çулта ку тăрăхра виçĕ хуçалăх шутланнă, 8 арçынпа 7 хĕрарăм пурăннă.
1939 çул пуçламăшĕ тĕлне вăрман хуçалăхĕнче вăрман сыхлавçисем 15 картунта тĕпленсе пурăннă. Вĕсен хушшинче М.И. Баскаков та пулнă. Çавна май кунта çакнашкал ыйту та тухса тăрать: поселок ячĕ унпа çыхăнман-ши; Ку – каллех тĕпчев ĕçĕ.
Баскакра вăрман промхозне йĕркелесен кунта çынсем çемйисемпех куçса килме тытăннă. Ĕç вырăнĕ те пулнă. Паллах, çав тапхăрти пурнăç çăмăлах марри те паллă – пур ĕçе те алă вăйĕпе пурнăçлама тивнĕ.
Вăрман касса хатĕрлеме Фабрикăра тата Кучек поселокĕнче икĕ участок йĕркеленĕ. 1931-1937 çулсенче ку тăрăхра çĕнĕ поселоксем йĕркеленнĕ. Вĕсен шутĕнче Баскак, Муллиная, Победа (Фабрика), Кучек тата Хирла.
Вăхăтлăх ĕçлеме килекенсене ятарлă бараксене вырнаçтарнă, вĕсем виççĕ пулнă. Малтанхи тапхăрта вăрман каснă çĕрте ытларах алă тата лаша вăйĕпе усă курнă. Çавах та çынсем кулленхи ĕç нормине пурнăçлама тăрăшнă. Колхозсенче уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен колхозниксене те план-заданисене пурнăçлама вăрмана янă.
Икĕ участокра сезонра 178,6 пин кубла метр йывăç касса хатĕрленĕ, 151,3 пин кубла метрне Пасна, Упамса çырмисем патне турттарнă. Çавăн пекех 15,5 пин кубла метр вутă хатĕрленĕ. Пасна çырминче йывăçа çуркунне шывпа юхтарма кĕркунне сăвайсем çапса плотинасем туса хăварнă. Кайран виçеллĕ йывăçсене 98 километр таран Сăр шывĕпе Сельская поселокĕ çывăхĕнчи залива çити юхтарнă. Унтан вара сулăсем Атăл тăрăх малалла юхнă.
1946 çулхи майăн 18-мĕшĕнче Баскак поселокĕнчи вăрман промхозра, хими вăрман хуçалăхĕнче, вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекен рабочисемпе шкулти учительсен пĕрлехи профсоюз пухăвĕ пулса иртнĕ. Пуху президиумĕнче А.И. Баранов, М.Аксенов, А.Е. Лазарева (профком председателĕ), Лысов, Ильичев, Косолапов рабочисем пулнă. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту – çак тăрăхра ял Совечĕн тытăмне йĕркелесси, 2 Баскак, Муллиная, Кучек, Фабрика, Хирла поселокĕсен ячĕсене улăштарасси. Пухура Фабрикăри участокăн ертÿçин З.Ф. Феткулловăн анлă докладне итленĕ (сăмах май, вăл – Патирек ялĕнче çуралса ÿснĕскер).
1946 çул пуçламăшĕнче Баскак поселокĕнчи тĕрлĕ отрасльсенче ĕçлекенсен йышĕ ÿссех пынă, çакă 1931, 1936, 1937 çулсенче лайăх палăрнă. Маларах асăннă çул Баскакра 75 хуçалăх пулнă, 305 çын пурăннă.
Муллиная поселокĕнче 60 хуçалăхра 200, Победа (Фабрика) поселокĕнче – 37 хуçалăхра 191, Кучекре 45 хуçалăхра 261, Хирлара 15 хуçалăхра 55 çын. Çынсенчен ытларахăшĕ – 632 рабочи – вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Наци шайне илес пулсан, тутарсем 40, чăвашсем 35, вырăссем 23, ирçесем 2 процент пулнă.
Асăннă çулта вăрман поселокĕсенче 4 пуçламăш шкул, икĕ клуб, пĕр хĕрлĕ кĕтес, икĕ медпункт ĕçленĕ. 1948 çулта Баскакра фельдшерпа акушер пунктне уçнă. Çавăн пекех çыхăну агенстви, тăватă магазин, тăватă столовăй, тăватă пекарня, пилĕк мунча, тĕрлĕ цехсем, пилорама, электростанци, техника паркĕ, шыв арманĕ ĕçленĕ. Кунсăр пуçне Камкинăра выльăх-чĕрлĕх ферми те пулнă, унта ĕнесем, сыснасем, сурăхсем усранă.
1936 çулта сухăр юхтарас тĕлĕшпе Пăчăрлă Пашьел, Кучек, Шăмăршă тăрăхĕнче виçĕ бригада ĕçленĕ. 1939 çулта Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн йывăç кăмрăкĕ, тикĕт хатĕрлекен виçĕ пункчĕ ĕçленĕ.
Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă пулĕ. Çак тапхăрта ку тăрăхра пурăнакансем Пăчăрлă Пашьел, Шăмăршă ял Совечĕсен территорийĕсенче шутланнă. Питех те чăрмавлă пулнă çакă, нумай ыйтусене татса пама "ура хунă". Çавăнпа çынсем хушшинче Баскак ял Советне туса хурас ыйту çĕкленнĕ, çакна çирĕплетсе 92 рабочи алă пуснă протокола райĕçтăвкома çитернĕ, поселоксен ячĕсене улăштарассине сивленĕ. 1946 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче Чăваш АССР Президиумĕн Верховнăй Совечĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн Баскак поселокĕн ятне улăштарса Вăрман ял Совечĕ (Лесной сельский Совет) туса хунă.
Тĕрлĕ çулсенче Ял Совечĕн председателĕсем пулса çаксем ĕçленĕ: А.Т. Карзанов, Х.Х. Мурзин, В.Х. Камалов, В.А. Кузьмина, Н.Н. Карпов, И.Н. Москалев (1971-1977), А.Г. Веденеева (1978-1981), М.В. Желудкина (1981-1985), В.А. Ревунова (икĕ хут: 1986-1990 тата 1992-2005), А.В. Кокуркин (1990-1991), В.А. Ишлинский (1992). Ял совечĕн секретарĕсем: Ю.В. Шангова, Г.Ф. Желудкина, Г.К. Тухветова, Е.С. Шиминская, В.Л. Ревунова, Н.З. Санатуллина, М.В. Желудкина. Вĕсем пурте хăйсем хыççăн ырă ят хăварнă.