«Çăлтăрчăкра» – «çăлтăрсем»
ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкул çумĕнчи ачасен "Çăлтăрчăк" театр студийĕ ачасене тăтăшах çĕнĕ спектакль премьерисемпе савăнтарать.
Акă çак кунсенче Валентина Львова режиссер ертсе пыракан театр студийĕн аслă ушкăнĕ районти культура аталанăвĕн центрĕнче Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем валли "Иван – хресчен ывăлĕ" юмах-спектакль лартса пачĕ. Владимир Алексеев (Иван), Кристина Еремеева (Дуняша), Андрей Яковлев (писарь), Анастасия Иванова (Вупăр карчăк), Виктор Петров (Автан), Антон Кудряшов (Судья), Данил Воробьев (Чукмар), Ксения Фомина (Феона), Сергей Еремеев (купца), Федор Семенов (Арçури) тата Павел Савельев (Калистрат) хăйсен ролĕсене ĕнентерÿллĕн те ăста вылярĕç. Студи актерĕсене тав туса залри ачасем чылайччен алă çупрĕç.
Çывăх кунсенчех çак спектакльпе райцентрти "Аленушка" тата "Ромашка" ача сачĕсен воспитанникĕсем те паллашĕç.
Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче "Çăлтăрчăк" студин вăтам ушкăнĕн актерĕсем ачасене "Юр пике тата Шурă юр пĕрчи" юмах-спектакльпе савăнтарĕç. Районти ача-пăча елкине студие çÿрекенсем театрализациленĕ представленипе илемлетеççĕ.
Валентина Львова халăх театрĕн коллективĕпе "Юнланнă пĕркенчĕк" (пьеса авторĕ – Н.Угарин) спектакль хатĕрлесе çитернĕ. Çак драмăна декабрĕн 13-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, 19 сехетре кăтартаççĕ. Театр искусствине килĕштерекенсене çак премьерăна курма йыхравлаççĕ.