Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сусăррисен спорт фестивалĕ

"ХĂВНА ШАН!" ятпа районта инвалидсен кунне халалласа спорт фестивалĕ иртнĕ.

Инвалид-спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков, район администрацийĕн халăха социаллă пулăшу паракан пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров саламланă, пурне те ăнăçупа телей суннă.

Спорт ăмăртăвĕсем "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче пулнă. Сусăрсем шашкăлла, шахматла вылянă, дартспа армспортра тупăшнă. Турнира хутшăннисене пурне те Грамотăсемпе парнесем парса чысланă.

Районта пурĕ 1444 сусăр çын пурăнать. Вĕсенчен: 194-шĕ – I ушкăн, 518-шĕ – II ушкăн, 656-шĕ – III ушкăн инваличĕ, 18 çула çитменнисем вара – 76-ăн.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 декабря 2012
00:00
Поделиться