Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пирĕн ентеш – маттур салтак

РОСТИСЛАВ Смаев Васан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти строительство колледжĕнче ăс пухнă. Кунпа кăна çырлахман маттур та пултаруллă каччă, вăл куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультечĕн студенчĕ пулса тăнă.

Ачаранпах спортпа туслă çитĕннĕ Ростислав çара кайма ят тухсан салтак тумне тăхăннă. Мускаври Хисеплĕ караул ротинче хĕсметре тăнă. Кăçал вара вăл тăван тăрăха таврăнчĕ. Паллах, салтак пурнăçĕ çăмăл иртнĕ тесе калаймăн. Çитменнине тата Ростислав пулнă ротăна пуртех çакланаймаççĕ, унта ÿт-пĕвĕпе кĕрнеклĕ, çирĕп сывлăхлă, çÿллĕ, илемлĕ сăнлă яшсене кăна йышăнаççĕ. Пирĕн ентеш яланах тирпейлĕ те тÿрĕ чунлă пулнă, юлташĕсемпе килĕштерсе пурăннă.

Акă мĕнлерех Ростислав Смаев пирки вăл хĕсметре тăнă ротăран çырса пĕлтерни пур: "Ростислав Смаев çар хĕсметĕнче 3186 номерлĕ çар чаçĕнче тăрать. Хăйĕн тивĕçĕсене чун-чĕререн пурнăçлать. Кăмăлĕпе çирĕп, хăйне-хăй алăра тытма пĕлет, патшалăх вăрттăнлăхне сутмасть. Çитменлĕхсене çийĕнчех тупса палăртать, вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе пĕр тăхтамасăр ĕçлет. Вăл ют çĕр-шывсенчен килнĕ хаклă хăнасене кĕтсе илме, Мускав тата Мускав облаçĕнчи обществăлла йĕркелĕхе тытса тăма хутшăннă.

Ростислав Смаев Хĕрлĕ площадьре Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 67 çул çитнине халалласа ирттернĕ Çар парадне те хутшăннă."

Çак кунсенче Ростислав киле таврăннă ятпа унăн ашшĕпе амăшĕ тăван-пĕлĕшне кĕрекене пухрĕ. Ывăлĕн çарти тивĕçĕсемпе, çитĕнĕвĕсемпе Юрий Алексеевичпа Нина Ивановна чăннипех те савăнаççĕ, унпа мухтанаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 декабря 2012
00:00
Поделиться