Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мускав ăшшăн кĕтсе илнĕ

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Мускав облаçĕнчи Балашиха хулинче вырнаçнă Раççейри Шалти ĕçсен министерствин шалти çарсен çыхăну чаçĕнче экскурсире пулнă. Ку çул çÿреве хăйсен ентешĕ, çак чаç командирĕ П.И. Алексеев полковник йыхравланипе йĕркеленĕ. Унта кайма шкулти "Зарница" тата "Орленок" вăййисене, республикăри çул çинчи хăрушсăрлăхĕн çамрăк инспекторĕсен слетне хутшăннă 12 çамрăк тивĕçнĕ.

Пĕрремĕш кунхине вĕренекенсем çыхăну çар чаçĕнче тата Дзержинский дивизийĕнче пулнă. Вĕсем кунта çар пурнăçĕпе, салтаксен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Шкул ачисем казармăна та, Çар Мухтавĕн музейне те çитсе курнă. Кунтах Чечен вăрçинче пуçне хунă Раççей Геройне Олег Долгова манманни çинчен те пĕлнĕ. Вĕренекенсемшĕн тĕлĕнмелли, ыйтса пĕлмелли, тĕпчемелли питĕ нумай пулнă. Вĕсем хăйсем те çакăнта хĕсметре тăракан салтаксем пек çар пурнăçне ирттерме хатĕррине пĕлтернĕ.

Паллах, инçетрен килнисене концертпа савăнтармасăр ниепле те каялла яма пултарайман çар çыннисем. Вĕренекенсем "Авангард" ушкăнăн юрри-кĕввине итлесе киленнĕ.

Иккĕмĕш кунхине шкул ачисене Мускав кĕтнĕ. Тĕп хуламăрти илемлĕ те паллă вырăнсенче пулса курнă вĕсем. Дельфинарие кĕрсе тухни те вĕсене манăçми хаваслăх парнеленĕ.

Шел, анчах хаваслă экскурси часах вĕçленнĕ. Карапай Шăмăршă шкулĕн вĕренекенĕсем мĕн курни çинчен çул тăршшĕпех калаçса килнĕ. Вĕсене çак çул çÿрев питĕ килĕшнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 декабря 2012
00:00
Поделиться