Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачасен чунне уçса панă

ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Марьяна Мартынова пирки чи лайăххине кăна калама пулать. 4 "б" класра ăс пухакан хĕр пĕрчи вĕренÿре "5" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Шкулти, районти конкурссемпе мероприятисене хастар хутшăнать. Ÿкерчĕксем сăнлама юратать. Çут çанталăк илемне, пурнăçри тĕлĕнтермĕшсене чунĕ витĕр кăларса хут çине сăнарлать. Марьяна хăйĕн пултарулăхне туптас, аталантарас енĕпе районти ачасен ÿнер шкулне çÿрет.

Ÿкерме кăмăллакан Марьяна республикăра "Чăваш Республикин ачасен прависен уполномоченнăйĕн эмблеми" ачасен сăн ÿкерчĕкĕсен тата логотипĕсен конкурсĕ пулассине пĕлсен пĕр тăхтаса тăмасăр ĕçе пикеннĕ.

Хĕр ача ÿкерчĕкре пĕтĕм Чăваш ачисен чунне, шухăш-кăмăлне уçса пама тăрăшнă. Ÿкерчĕкре икĕ алă (хÿтĕлевçĕсем), ача, Чăваш Республикин ялав симвăлĕ сăнланнă. Вăл тăрăшни, ĕмĕтленни ахаль пулман. Марьянăн ĕçне питĕ пысăк хак панă, Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче йĕркеленĕ чыслава йыхравланă.

Грамотăпа хаклă парнене (фотоаппарат, флешка) Александр Андреев министр аллинчен йышăнма кăмăллă пулнă Марьянăна. Çак самант унăн асĕнчен нихăçан та тухмĕ. Пĕлтерĕшлĕ конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăни малашне тата та нумай пуçарулăх кăтартма хавхалантарать ăна.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 декабря 2012
00:00
Поделиться