Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Задон шахти», е Тĕнче хĕрри

МАЛАРАХ шавласа-кĕрлесе тăнă поселокран 2-3 çурт кăна юлни, ĕненĕр, питĕ тунсăхлă ÿкерчĕк. Пысăк çăрапа питĕрсе илнĕ лавкка, тăлăха юлнă йывăç пÿртсем, тĕп сакай шăтăкĕсем... Сăмахăм пирĕн районти Кучек пирки. Питĕ илемлĕ вăрман уçланкинче вырнаçнă вăл: пĕр енче – хырлăх, тепĕр енче хурăнлăх. Паян кунта икĕ килте кăна мăрьерен тĕтĕм тухать. 7-8 çурт пушă ларать. Алевтинăпа Рифкат Ахмеровсем пĕлтернĕ тăрăх – асăннă поселокра пропискăра 9 çын кăна тăрать. Ахмеровсем хăйсем çиччĕн. Алевтина Михайловнăпа Рифкат Киямовичăн 4 ача: Ринат, Лилия, Радик, Рустем. Тата кил хуçин амăшĕ Роза Зюмалетдиновна юнашар çуртра пурăнать. Ялăн тепĕр вĕçĕнче Светланăпа Фиркат Шарафутдиновсем тĕпленнĕ. "Кучекре мĕн пур арçын – тутар, хĕрарăмĕсем вара чăвашсем", – шÿтлет Алевтина Михайловна.

Ахмеровсем пĕлтернĕ тăрăх – поселок хăй вăхăтĕнче нумай наци çыннине пĕрлештернĕ. Кунта чăвашсем (вĕсем ыттисенчен ытларах пулнă), тутарсем, ирçесем, мăкшăсем, нимĕçсемпе еврейсем вăрман ĕçĕпе пурăннă. Поселокра 80-90 кил, 10-15 барак пулнине халĕ пĕрре те ĕненес килмест. Вăрман хуçалăхĕнче хăма çурнă, уйрăм цехра катка-пичке хатĕрленĕ, сухăр юхтарнă, тикĕт, скипидар хатĕрленĕ. Рабочисем Пасна шывĕ тăрăх Улатăралла хыр, юман ăсатнă. Пуçламăш шкул, лавкка, столовăй, пекарня, 2 мунча, гараж, тимĕрçĕ лаççи, клуб – йăлтах ял çыннисем валли пулнă. Çамрăксем вăййа тухни, клубра тĕрлĕ халăх ташшине "çаптарни" пирки те пĕлтерчĕç кучексем.

Паянхи кун Кучекре шкула çÿрекен пĕр ача кăна. Вăл 5-мĕш класа куçнă Рустем Ахмеров. Ăна ашшĕ кашни кун 6-7 çухрăмри Хурама Тăвара лашапа кайса леçет. Унтан арçын ача шкул автобусĕпе Турхана ларса каять.

"Çынсем вăрмана килеççĕ те: "Эсĕ ăçта та пулсан ĕçлетĕн-и;" – теççĕ. "Паллах, вăй хуратăп, кунĕпех тăрмашатăп", – тетĕп хайхи. "Кам пулса ĕçлетĕн вара", – татах тĕпчеççĕ. "Выльăх-чĕрлĕх фермин генеральнăй директорĕ", – хурава илтсен ман çине кăнн! пăхаççĕ. Вăрманта пурăнакан çын мĕн ĕçпе пурăнни ахалех паллă ĕнтĕ. Мăйракаллă шултра выльăх 10 пуç, лаша, сурăх, кăркка, чăх-чĕп, хур-кăвакал, пыл хурчĕ тытатпăр. Кипарис лаша 25 çул тултарать кăçал. Ватă пулсан та çÿрет-ха. Кăрккана 1978 çултанпах усратпăр. Вăл пулсан йытă та кирлĕ мар. Ют çынна çиччас сисет, кăшкăрать. Унăн çăмартине ярсан сыр питĕ тутлă пулать. Курасчĕ сирĕн, Кучекĕпе епле саркаланса çÿрет вăл! Апат та питех ыйтмасть. Куна шăрчăксене хăваласах ирттерет". Алевтина Михайловнăн, поселокри ытти хĕрарăмăнни пекех, вăрмана каймасăр пĕр кун та иртмест. Çырла, кăмпа, мăйăр пухать, милĕк хатĕрлет. 50-60 тĕслĕ сиплĕ курăк типĕтет. "Вăрман питĕ пуян: шур çырли те, кĕтмел те ÿсет. Хура çырла та чылай. Тата арçын сывлăхĕшĕн питĕ усăллă кăлкан та (лапчатка прямостоячая) пур. Ку тăрăхри çынсем килеççĕ те: "Кăлкану пур-и-ха;" – теççĕ. Инçет Хĕвел тухăçĕнче женьшене "пурнăç тымарĕ" теççĕ тĕк Чăваш Енре кăлкан – пурнăç курăкĕ. Эпир унăн тымарĕнчен эмел хатĕрлетпĕр", – пĕлтерет кил хуçи хĕрарăмĕ.

Икĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ Роза аппа ĕмĕрне Кучекре ирттерме пÿрнишĕн пĕрре те пăшăрханмасть. Вăл хĕллехи вăхăтра хĕрĕ патĕнче Чĕмпĕрте пурăнать пулин те çу çитсессĕн чунĕ вăрманти поселоках туртăнать.

Роза Зюмалетдиновна каланă тăрăх – поселок маларах йывăç кăмрăкĕ хатĕрлессипе те палăрнă. 10-15 вучах пулнă. Халĕ вара пĕри кăна упранса юлнă. Роза аппа пире унта ертсе кайрĕ. Тимĕр виткĕçе сиртĕмĕр. Кирпĕчрен купаласа виçĕ метр çурт тарăнăш вучах ăсталанă. Пĕр енче аялтан чĕртсе ямалли, кайран йывăç кăмрăкне кăлармалли вырăн пур. "5-6 лав вутă турттарса вырнаçтараттăмăр. Пули-пулми юрăхлă мар: ватă хыр вуттине ытларах çунтарнă. Вутта çĕрпе хуплаттăмăр та (çулăмпа çунасран) чĕртсе яраттăмăр. Ăна сыхласах тăмаллаччĕ, вăхăтра юшкине хупмалла. Мăшăрăм, тĕрки-тĕркипе хаçат çырăнса илекенскер, кунтах хуралта ларатчĕ. Вучах 4-5 кун, тепĕр чухне эрнипех тĕлкĕшсе çунатчĕ. Республикăра кунашкал вучах тек ниçта та çук", – уçăмлатать Роза аппа. Ватă пĕлтернĕ тăрăх – кирек ăçта кайнă чухне, çунса тухнă хыççăн кăшт сивĕннĕ вучаха ачасене хупса хăварнă. Шуйттан пекех хуралса тухнă-мĕн лешсем унтан.

"Йывăç кăмрăкĕ хатĕрленĕ çĕрте эпĕ те 5 çул ĕçленĕ. Кăмрăка лупас айне кунтăкпа йăтаттăмăр. 70 килограмм таранах кĕретчĕ унта, çĕклеймесен бабай вăрçатчĕ. Кучек поселокне, юхăннă çуртсене кура вăл "Задон шахти" тетчĕ", – калаçăва хутшăнать Алевтина Михайловна.

Кучек поселокне, паллă ĕнтĕ, çут çанталăк газĕ кĕртмен. Асфальт çул та çук кунта. Электричество çути вара 1983 çулта çитнĕ. Турра шĕкĕр, карас телефонĕ тытать. Мишере качча тухнă Алевтина Ахмеровăна тепĕр ыйту та канăçсăрлантарать. Кучекре халĕ масар çук. Ваттисем каланă тăрăх маларах "автансăр ял" пулнă-мĕн. Халĕ мишерсене – Тутар Тĕккине, чăвашсене Баскак масарне пытараççĕ. "Мăшăрăмпа юнашар выртасчĕ тесе çак кунсенче тутар тĕнне йышăнасшăн. Качча килсенех хуняçа: "Халĕ килте чăваш сăмахĕ тек ан илтĕнтĕр", – терĕ. Пĕр уйăхранах вĕрентĕм вара тутар чĕлхине. Ачасемпе тутарла калаçатăп", – пытармарĕ Алевтина Михайловна.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 декабря 2012
00:00
Поделиться