Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вакансисен ярмăркки

ÇУЛТАЛĂК пуçланнăранпа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта вакансисен пилĕк ярмăрккине йĕркеленĕ. Çакнашкал мероприятисем ĕçсĕр граждансене ĕçе вырнаçтарма, бюджет укçипе вĕренме кайма пулăшаççĕ.

Кăçалхи ваканси ярмăрккисенчен иккĕшĕ – çул çитмен çамрăксене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарассипе, иккĕшĕ – 3 çул таран декретлă отпускра пулнă хĕрарăмсене тата ĕçсĕр юлнă граждансене вăл е ку специальноçпа вĕренме ярассипе, пĕри пенси çулĕнчи е пенси умĕнхи граждансене ĕç тупса парассипе çыхăннă.

Ваканси ярмăрккисен пулăшăвĕпе усă курса кăçал 63 çынна ĕçе вырнаçтарнă, 5 çынна çĕнĕ професси илмелли курссене вĕренме янă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 декабря 2012
00:00
Поделиться