Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Спорт пулăшать

АЧАСЕН сывлăхне çирĕплетессипе сыхласси çине Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шкул сакки çинчен çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси вĕрентÿпе воспитани тĕлĕшĕнчен тĕп вырăн йышăнса тăрать. Шкулта тĕрлĕ енлĕ спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри – ирĕклĕ майпа кĕрешесси. Ăна физкультурăпа ОБЖ вĕрентекенĕ Е.Укин ертсе пырать. Эрнере спортпа туслă 30 ача сывлăха çирĕплетме пуçтарăнать кунта. Тĕрлĕ енлĕ кĕрешме хăнăхнисĕр пуçне хĕр ачасемпе арçын ачасем психикине тĕреклетеççĕ, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхаççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешме çÿрекен шкул ачисем кăтартусемпе савăнтараççĕ. Çакă ачасем хушшинчи туслăхпа яваплăх туйăмĕпе çирĕпленет.

– Çамрăксене ытларах спорта явăçтарасси – пирĕн тивĕç, – тет Е.Укин тренер. Çакă ачасене пушă вăхăтра çапкаланса çÿресе тÿнтерле ĕçсем тăвассинчен сыхлать. Пулас ăру сиенлĕ йăласен серепине кĕрсе ÿкни те паянхи куншăн çивĕч ыйту.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 декабря 2012
00:00
Поделиться