Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывă пурнăç йĕрки СПИДран хÿтĕлет

ДЕКАБРĔН 1-мĕшĕ – СПИДа хирĕç кĕрешмелли кун. Ăна 1988 çултанпа Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕ йышăннипе кашни çулах ирттереççĕ.

Хăрушă чир – СПИД – пĕтĕм тĕнчене сарăлса пырать, унран сывалма май паракан эффективлă препарата хальлĕхе шутласа тумайман-ха.

2012 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне, СПИДпа кĕрешес тата профилактика ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен республикăри центр кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре ВИЧ-инфекциллĕ темиçе çынна учета илнĕ. Ун пеккисене кăçалхи 10 уйăхра та тупса палăртнă.

Хăрушă чир Шăмăршă районне те айккине хăвармасть – учетра тăракан ВИЧ-инфекциллĕ çынсем пур.

СПИДран çынна сывă пурнăç йĕрки кăна хÿтĕлесе тăма пултарать. Çак чирпе çынсем çеç чирлеççĕ. Чир ернĕ хыççăн хăрушă ВИЧ-вирус çыннăн юнĕнче, ар вăрлăхĕнче, хĕрарăмсен ар органĕсенчен тухакан шĕвексенче, кăкăр сĕтĕнче вăй илме пуçлать.

Вирус çын çине 3 майпа куçать;

– ар çыхăнăвĕсем урлă; хĕрарăма – арçынран, арçынна – хĕрарăмран;

– юн урлă: ВИЧ - инфекциллĕ çыннăн шприцĕпе усă курнă чухне (наркомансем). Таса мар инструмента стерилизаци туман, татуировка тунă чухне те ВИЧ-инфекци лекме пултарать;

– ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕнчен – кăкăр ачине (варта выртнă чухне, çуратнă е кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра).

СПИД чирĕпе ытларах тĕлли-паллисĕр ар çыхăнăвĕсене кĕрекенсем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем, кил-çуртсăр çапкаланса çÿрекенсем, тĕрмере ларакансем, наркомансем чирлеççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине уяман хăш-пĕр çынсен – аякри рейссене çÿрекен водительсен, вахта мелĕпе ĕçлекенсен те чир ертес хăрушлăх пур.

Чир ертессинчен мĕнлерех сыхланмалла-ха; Чи малтанах сывă пурнăç йĕркине пурнăçламалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 декабря 2012
00:00
Поделиться