Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Шăмăршăри чи лайăх хĕр пĕрчи»

ШĂМĂРШĂРИ Культура аталанăвĕн центрĕнче "Шăмăршри чи лайăх хĕр пĕрчи – 2012" шоу-конкурс пулса иртнĕ. Ача сачĕсене çÿрекенсемшĕн чăн-чăн уяв пулнă çакă: хĕр пĕрчисем хăйсен ăсталăхне, пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартма пултарнă. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ те, тантăшĕсем те хавхалантарнă.

Ачасен пултарулăхне палăртас енĕпе çак конкурс районта темиçе çул иртет ĕнтĕ. Хальхинче те çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртрĕç.

"Мисс хăйне евĕрлĕх" конкурс çĕнтерÿçи – "Ромашка" ача садĕнчи Арина Федотова. "Мисс тивĕçлĕх" конкурс çĕнтерÿçи те çак садикренех – Мелания Евграфова. "Аленушка" ача садне çÿрекен Камилла Какаева "Мисс артистлăх" номинацире çĕнтерчĕ. Унăн тантăшĕ Анастасия Кириллова "Мисс элегантка" конкурсра чи нумай балл пухрĕ.

"Ытарайми Мисс" конкурс та хĕрÿ иртрĕ. Унта хутшăннисенчен жюри "Аленушка" ача садĕнчи Таня Васильева чи лайăххи тесе йышăнчĕ.

Чи хитре те ытарайми кулакан хĕр пĕрчи кам-ха; Ун пекки те пур иккен Шăмăршăра. Вăл – "Аленушкăри" Влада Гаврилова. "Куракансем чи юратнă Мисс" номинаци çĕнтерÿçи – "Ромашкăри" Анастасия Глазова.

Кăçалхи конкурсра "Чи лайăх хĕр ача вице-Мисс" номинацире "Аленушка" садикри Даша Сарафановапа танлашакансем пулмарĕç. "Шăмăршăри чи лайăх хĕр пĕрчи" ята вара "Ромашкăри" Анастасия Павлова тивĕçрĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 декабря 2012
00:00
Поделиться