Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендиачĕсем

РАЙОН администрацийĕн 2012 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнчи 270-мĕш номерлĕ "Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче тата хушма вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем валли творчествăри хастарлăхшăн Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн ятран паракан стипендине çирĕплетесси çинчен" Постановленийĕпе, 2012 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнчи 101-мĕш хушăвĕпе килĕшÿллĕн, вĕренÿри пысăк çитĕнÿсемшĕн 2012 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи çак вĕренекенсене пĕр çулталăк хушши кашни уйăхрах 300 тенкĕ стипенди тÿлесе тăма йышăннă:

– Марат ВАЛИЕВА – Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10 класра вĕренекене;

– Сергей ЕРЕМЕЕВА – Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7 класра вĕренекене;

– Дарья КОЗЛОВАНА – Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 9 класра вĕренекене;

– Юлия КУПТАШКИНАНА – Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11 класра вĕренекене;

– Алена ЛЬВОВАНА – Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класра вĕренекене;

– Светлана ПЕТРОВАНА – Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11 класра вĕренекене;

– Александр ПЕТРОВА – Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11 класра вĕренекене;

– Кристина САВЕЛЬЕВАНА – Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11 класра вĕренекене;

– Юрий САНДРЕЙКИНА – Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10 класра вĕренекене;

– Ильсие САНАТУЛЛОВАНА – Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 9 класра вĕренекене.

Çак пултаруллă та пуçаруллă вĕренекенсене саламлатпăр, вĕренÿре, спортра малашне те ăнăçусем туса пыма сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 декабря 2012
00:00
Поделиться