Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Интернет-конкурсра – виççĕмĕш

ÇУРАЛСА ÿснĕ тăрăха, тăван халăхпа унăн культурине, йăла-йĕркине юратассине, пултарулăха аталантарас тĕлĕшпе октябрь-ноябрь уйăхĕсенче "Аталану – 2012" Интернет-конкурс пулса иртнĕ.

Ăна йĕркелекенсем – Пĕтĕм Раççейри "Чĕлхе – ÿсĕмшĕн" шкул, Мускаври чăвашсен пĕрлĕхĕн автономийĕ, "Эпир" тата "Ниме" обществăлла организацисем, республикăри ачасемпе çамрăксен "Тантăш" хаçачĕ.

Конкурс виçĕ тапхăрпа иртнĕ, унта 8-11 классенче вĕренекенсем хутшăннă. 369 конкурсант хушшинче Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Владимир Сергеев виççĕмĕш вырăн йышăннă, Хисеп грамотипе хаклă парнене тивĕçнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 декабря 2012
00:00
Поделиться