Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ÿкерчĕксен конкурсĕ

ХАЛĂХА ĕçпе тивĕçтерекен районти центр Анне кунне халалласа шкулта вĕренекенсем хушшинче çулленех ÿкерчĕксен конкурсне йĕркелет. Аннесен пурнăçĕн темипе çыхăннă конкурса ачасем активлă хутшăнаççĕ, пирĕн центра ÿкерчĕксем килсех тăраççĕ.

Кăçалхи конкурс кăтартăвĕсене çывăх кунсенче пĕтĕмлететпĕр. Чи лайăх виçĕ ÿкерчĕк авторĕсене сумлă призсем кĕтеççĕ. Конкурса хутшăннă вĕренекенсем пурте центр Грамотине илĕç.

Декабрĕн 12-мĕшĕнче Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ачасен ÿкерчĕкĕсен куравĕ иртет. Кăмăл тăвакансем çак кун ачасен интереслĕ пултарулăх ĕçĕсемпе паллашма пултараççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 декабря 2012
00:00
Поделиться