Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса...

РАЙОНТИ тĕп больницăра 10 çул ытла хуçалăх пайĕн начальникĕнче тăрăшакан А.Абульханов çак кунсенче 60 çул тултарчĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна юратнă мăшăрĕпе ачисем, мăнукĕсем, йышлă тăванĕсем, ĕçтешĕсем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

А.Абульханов Асанкассинче, 10 ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕ. Абдуллазян тăххăрмĕш ача пулнă. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ.

1970 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Абдуллазян Воркута хулине тухса кайнă, унта сантехника ĕçе вырнаçнă. Тепĕр çултан ăна унтанах çар службине илнĕ.

1973 çулхи май уйăхĕнче çар службинчен таврăнсан тутар йĕкĕчĕ тăван ялтах ĕçлеме шутланă. Вăр-вар та тавçăруллă çамрăка «Аврора» колхозра весовщик тата бригадир пулма шаннă.

А.Абульханов дипломлă специалист пулма ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллевпе вăл тепĕр çулах Ульяновск облаçĕнчи Рязановăри совхоз-техникума вĕренме кĕнĕ. Унта тăрăшса вĕреннĕ, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă.

1977 çулта техник-электромеханик дипломне илсен тăван колхозах таврăннă, электрикра ĕçлеме пуçланă. Хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан çамрăка часах хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекен инженер пулма çирĕплетнĕ. Абдуллазян Ахметзянович тăрăшнипе Пăчăрлă Пашьелĕнчи фермăра сĕт сăвакан установкăсем, Асанкассинчи сысна ферминче выльăх апачĕ валеçекен транспортерсем вырнаçтарнă, кормоцехсене хута янă. Ĕçленĕ хушăрах заочнăй майпа Ульяновскри ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ.

1988 çулта А.Абульханов «Аврора» колхозăн тĕп инженерĕнче ĕçлеме пуçланă. Тепĕр çултан, Асанкассинче «Родина» колхоз йĕркелесен, унта та тĕп инженертах тăрăшнă. В.Укин председательпе пĕр-пĕрне лайăх ăнланса ĕçленĕ. Ку, паллах, ĕçре хăш-пĕр çитĕнÿсем тума май панă. Хуçалăхри машинăпа трактор паркĕнчи техникăна, ял хуçалăх машинисене упрас, вĕсене юсавлă тытас, коллективри ĕç дисциплинине çирĕплетес тĕлĕшпе нумай тăрăшнă тĕп инженер. Парк районта чи лайăххисенчен пĕри пулнă.

1994 çултан пуçласа районти техника юсакан предприяти директорĕнче вăй хунă. Икĕ çултан Улмаллăри Космовский ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн председателĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Çак хуçалăхри техника паркĕ хăйĕн тирпейлĕхĕпе районта кăна мар, республикăра та чи лайăххисен шутне кĕнĕ.

2001 çултан пуçласа паянхи кунчченех Абдуллазян Ахметзянович районти тĕп больницăра хуçалăх пайĕн начальникĕнче тăрăшать. Çак должноçра та вăл таса чунпа ĕçлет. Акă, 2005-2010 çулсенче тĕп больницăра реконструкципе юсав ĕçĕсене анлăн пурнăçларĕç. Çак ĕçсенче хуçалăх пайĕн начальникĕн тÿпи те пĕчĕкех мар.

Пархатарлă ĕçшĕн А.Абульханова Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн тата районти тĕп больницăн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Мăшăрĕпе, Гельфизе Шерибзяновнăпа, икĕ ывăлпа пĕр хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани тата пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Радикпа Ильдус институт пĕтернĕренпе Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче вăй хураççĕ. Гузелия, кооператив техникумĕнче вĕренсе диплом илнĕскер, Ульяновскра суту-илÿре тăрăшать. Абульхановсене пилĕк мăнук тулли савăнăç кÿрсе тăрать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2012
00:00
Поделиться