Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шупашкарта – экскурсире

ПУЯНКАССИНЧИ ветерансен канашĕн ертÿçи Лидия Антонова тивĕçлĕ канурисемпе тата çамрăкрах ăрурисемпе час-часах тĕл пулусем йĕркелет. Анне кунне халалланă уяв ячĕпе вăл çынсене Чăваш патшалăх академи драма театрне спектакль курма илсе кайнă.

– Маларах та çакнашкал экскурсисем пулнă, малашне те пулĕç, – пĕлтерчĕ Лидия Петровна. – Çак ырă йăла нихăçан та ан манăçтăрччĕ, çамрăксене ватăсене сума сумалли çинчен аса илтерсех тăратпăр.

Çапла, тăрăшсан, ÿркенмесен, йĕркелеме пĕлсен таçта та çитсе курма пулать. Ара, тивĕçлĕ канурисем çулĕсемпе ватă пулсан та чунĕсемпе – çамрăк. Вĕсем тĕл пулусенче, экскурсисенче чун-чĕререн савăнаççĕ, юрăсем юрлаççĕ, çамрăклăха аса илсе ташша çаптараççĕ.

Спектакле кайса килнисем Николай Муромцев предпринимателе автомашинăпа тивĕçтернĕшĕн чĕререн тав тăваççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2012
00:00
Поделиться