Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пурăнмалли условисене лайăхлатаççĕ

АМĂШĔН (çемье) капиталĕ – Раççейри çемьесене патшалăх паракан сисĕмлĕ пулăшу. Унпа 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн иккĕмĕш ача çуралсан тивĕçтереççĕ. Çемье капиталĕн суммине патшалăх çуллен ÿстерсех пырать. 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çемьесене 387 пин те 640 тенкĕ параççĕ (çак суммăна халиччен сертификатпа усă курманнисем илеççĕ).

2007 çултанпа ку сертификата районти ик-виçĕ ачаллă 585 çемьене уйăрнă. Çемьесен ытларах пайĕ амăшĕн капиталне пурăнмалли условисене лайăхлатнă çĕре янă.

Кăçал амăшĕн капиталне 90 çемье илнĕ. Сертификатпа усă курса çемьесем перекет банкĕнче çурт тума, хваттер туянма илнĕ кредит суммине саплаштараççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2012
00:00
Поделиться