Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пуçа таяп, сана анне!

РАЙОНТИ ЗАГС пайĕнче Анне кунне халалласа уяв ирттернĕ. Хальхинче кĕрекене çамрăк амăшĕсене (тĕрĕсрех каласан, çемьесене) чĕннĕ. Вĕсем – Васан ялĕнче пурăнакан Концовсен тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи Старшининсен çемйисем пулнă. Паллах, çамрăк амăшĕсем çумĕнче – ытарайми упăшкисемпе ачисем, тăванĕсем.

Эмилияпа Евгений Концовсен çемйине сентябрьте иккĕмĕш хутчен "çĕнĕ кайăк" вĕçсе кĕнĕ. Ăна вĕсем Захар ят панă. Асли вара – хĕр ача, маттур та харсăр Полина. Татьянăпа Юрий Старшининсен Вероника хĕрĕ çемьере пĕрремĕш пепке.

Хаваслă мероприятие ытти чĕннĕ хăнасем те хутшăннă. "Çĕнĕ кайăк" туяннă çемьесене саламласа ЗАГС пайĕн ертÿçи Елена Федорова, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Угарин, Васан ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕ Татьяна Тимофеева, районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕн фельдшерĕ Сергей Яковлев, "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн администраторĕ Наталья Хайыдова, "Единая Россия" политика партийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Петр Фомин, 1951-1953 çулсенче ЗАГС пайĕнче ĕçленĕ Надежда Миронова саламланă, парнесемпе чысланă.

Уява ЗАГС пайĕн специалисчĕ Марина Ефимова ертсе пынă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2012
00:00
Поделиться