Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачасене савăнтарнă

"АЧАСЕНЕ савнăç парнелетпĕр!" ятпа Шăмăршăри "Аленушка" тата "Ромашка" ача сачĕсенчи аслă ушкăнри шăпăрлансемпе Шăмăршăри ачасен ÿнер шкулĕн музыка уйрăмĕн вĕрентекенĕсем Светлана Никишинăпа Татьяна Яковлева хаваслă кану программи хатĕрлесе ирттернĕ. Ачасен çак мероприятире сăвăсем вуламалла, юрă юрламалла е ташламалла пулман, вĕсем вăйăсем вылянă, тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшнă, театрализациленĕ кăтартура хутшăннă. Уяв вĕçĕнче ачасене пылак çимĕçсемпе сăйланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2012
00:00
Поделиться