Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕсĕмсем – куç умĕнчех

ПУРНĂÇ пĕр вырăнта тăмасть: тĕрлĕ отрасльре вăй хуракансем çине тăрса ĕçленĕрен çитĕнÿсем те çук мар. Кăçал кăна районта 288,3 тонна е пĕлтĕрхинчен ытларах аш-какай туса илнĕ. Ку тĕлĕшпе кăтартусем мĕн пур йышши ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕлтĕрхи шайран ÿснĕ.

Сĕт туса илес пирки те çакнах каламалла: кăтартусем иртнĕ çулхи çак шайран пысăкрах: çак продукцие 2362,6 тонна туса илнĕ – 5,3 процент ытларах. Сăвăнакан пĕр ĕне пуçне вара çулталăк пуçланнăранпа 3679 килограмм сĕт суса илнĕ. Чи пысăк кăтарту – "Исток" ОООра – 4005-шер килограмм.

Хальхи вăхăтра районти ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсем ÿсни те курăнать. Вĕсен йышне "Восход", "Искра" СХПКсенче, "Исток" ОООра ÿстернĕ. Çавăн пекех, сăвăнакан ĕнесен йышĕ те пĕлтĕрхинчен ытларах. "Исток" ОООрах вĕсем халĕ 30 пуç нумайрах.

Сыснасене халĕ районти 6 хуçалăхра усраççĕ, мĕн пурĕ – 1087 пуç. Вĕсенчен кăçал 14,4 процент чухлĕ нумайрах çура илнĕ. Ку енĕпе "Мир" ЗАО, "Искра", "Восход" ял хуçалăх предприятийĕсем, "Колос" Агрофирма" ООО ăнăçлă ĕçленине палăртмалла.

Сурăхсен шучĕ те ÿснĕ.

Тулăх тăрантарнăран, лайăх пăхнăран самăртакан шултра мăйракаллă выльăхсем талăкра вăтамран 600 грама яхăн, сыснасем 225 грамм чĕрĕ ÿт хушса пыраççĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма апат çителĕклинчен ытларах та хатĕрлесе хăварнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2012
00:00
Поделиться