Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Туслă çемье

Ярăславри Иванпа Валентина Тихоновсем пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе 20 çул çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса та хисеплесе пурăнаççĕ. Кил хуçи, Иван Александрович, Шăмăршăри ветеринари аптекинче сутуçăра тăрăшать, унăн мăшăрĕ, Валентина Евгеньевна, – çемье-ача сачĕн воспитателĕ.

Тихоновсен туслă çемйинче икĕ хитре хĕр – Снежанăпа Татьяна тата пăхса ытарайми ывăл тĕпренчĕкĕсем – Святослав, Ярослав, Владислав – ÿсеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисене ĕçчен те çирĕп сывлăхлă, Тăван çĕр-шыва юрăхлă ÿстерсе çитĕнтерме тăрăшаççĕ.

Тихоновсен çемье ансамбльне районта лайăх пĕлеççĕ. Пултаруллă ансамбль ялти тата районти тĕрлĕ мероприятисенче илемлĕ юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа савăнтарать. Кунсăр пуçне çак çемье спорт мероприятийĕсене те активлă хутшăнать. Çемье архивĕнче Грамотăсемпе Дипломсем чылай.

Иван Александровичпа Валентина Евгеньевна хăйсен ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе ачисене ырă тĕслĕх парса ÿстереççĕ. Вĕсем ачасемпе пĕрле ĕçлеççĕ, пĕрле канаççĕ. Хăйсен ачисем ырă кăмăллă, пурне те ырă сунакан, аслисене хисеплекен çынсем пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшаççĕ. Лăпкă лару-тăру хуçаланакан çемьере аслăрах ачасем пĕчĕккисене пулăшаççĕ.

Иванпа Валентина Тихоновсем ытти çемьесемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсем – ял-йышра хисеплĕ çынсем.

Тихоновсем – "Çулталăкри çемье – 2012" республика конкурсĕн финалисчĕсем. Çак хисеплĕ ят района чыс кÿрет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 ноября 2012
00:00
Поделиться