Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Патшалăх пулăшăвĕ – сисĕмлĕ

АННЕ... Мĕн тери асамлă та ачаш сăмах вăл. Çак çепĕç сăмах – пепке калаçăвĕн пуçламăшĕ. Пĕрремĕш сăмах амăшĕн чунне ăшăтать, вăл хăйĕн тĕпренчĕкне ыталать, ачашлать. Хăйĕн ачине тĕрĕс тĕкел те сывлăхлă ÿстерес тесе хĕрарăм пĕтĕм вăй-халне парать. Пепки чирлесе ÿксен вара, вăл ура çине тăричченех, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр ун çывăхĕнче ларать. Медицина ĕçченĕ ачана – эмелпе, амăшĕ чун ăшшипе сиплет. Пепки йăл илсен, вăл ăшă кулăпа çиçсен амăшĕ вышкайсăр хĕпĕртет, унăн куçĕнчен савăнăç куççулĕ шăпăртатать...

Патшалăх ача амăшĕсене пособи тÿлевĕсемпе пĕр тикĕс тивĕçтерсе тăрать. Хальхи вăхăтра 18 çул таранчченхи ачасемшĕн 1051 хĕрарăм, уйăхсерен пособи илсе тăрать (пурĕ 1753 ачашăн).

Районти 204 çемье – 3 ачаллă, 14 çемье – 4 ачаллă, 1 çемье – 5 ачаллă, 3 çемье – 6 ачаллă (18 çул таранчченхи ÿсĕмри ачасем).

2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса, Чăваш Республикинче çемьере виççĕмĕш ача çуралсан (усрава илсен те) патшалăх пулăшăвне – унăн сумми 100 пин тенкĕпе танлашать – параççĕ. Паянхи кун тĕлне районти 43 çемьене республикăри çемье капиталĕн сертификачĕпе тивĕçтернĕ, вĕсем çÿлерех асăннă суммăна вăхăтра илнĕ.

Ача çуратнăшăн пĕр хутчен парăнакан сумма та (12 пин те 405 тенкĕ) – сисĕмлĕ пулăшу. Кăçал çакнашкал пособие районти ĕçсĕр юлнă 63 хĕрарăма панă.

Нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енре "Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăрса парасси çинчен" саккун йышăннă. Районти нумай ачаллă 39 çемьене çĕр участокĕсемпе тивĕçтернĕ, çак шутран 2 çемьене – çурт-йĕр çавăрма, 37 çемьене – хушма хуçалăха йĕркелесе пыма.

Çемье институтне, çемьесен ырă йăли-йĕркине малалла илсе пырассин, ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачи-пăчине тивĕçлĕ воспитани парассин пĕлтерĕшне ÿстерессинче Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи "Чăваш Республикинче çемье институтне çирĕплетессинчи хушма мерăсем çинчен" Указĕ паллă вырăн йышăнать. Çак Указпа килĕшÿллĕн, саккунлă майпа регистрацилесе 50 е ытларах çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан, Тăван çĕр-шыва юрăхлă ывăл-хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ мăшăрсене "Юратупа шанчăклăхшăн" орденпа наградăлаççĕ. Кăçал çак пысăк наградăна Анат Чаткасри Ухваркинсен çемйи тивĕçнĕ. "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе Патирекри Севрюгинсен çемйине чысланă.

Аннесен кунĕ – Раççейри пысăк уяв. Çак уява халалласа районти культура учрежденийĕсенче, шкулсенче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Сăмахăма вĕçленĕ май, районти мĕн пур амăшĕсене – çамрăк тата вăтам çулсенчи хĕрарăмсене, пенсионеркăсене – Раççейри аннесен кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, тулли телей вăрăм ĕмĕр сунатăп. Ачăрсем сире яланах хăйсен тимлĕхĕпе, пархатарлă ĕçĕсемпе савăнăç кÿрсе тăччăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 ноября 2012
00:00
Поделиться