Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашлаччăр, ÿсчĕр йывăçсем

ВĂРМАН тăрри малашне те тикĕс пултăр тесен, ăна пăхсах, асăрхасах тăмалла. Шăмăршă лесничествинче те çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ, каснă пĕр тĕп йывăç вырăнне çĕнĕрен виçĕ хунав лартма тăрăшаççĕ. Кунта çак традици çирĕп йăлана кĕнĕ.

– Урăхла пулма пултараймасть, – тет лесничество директорĕн çумĕ С.Богданов. – Хамăр пекех, вăрман та ватăлать вĕт. Вăл вара пиртен те юлмалла. Апла пултăр тесен ăна çĕнетсех тăмалла.

Тĕрĕсех шухăшлать Сергей Васильевич. Вăл каланă тăрăх кăçал кăна лесничествăра 75 гектар лăсăллă тата çулçăллă йывăçсен хунавĕсене лартса хăварнă. Лайăх чĕрĕлнĕ вĕсем, ÿссе çитсен кĕреш пек йывăçсем пулма шантараççĕ.

Çавăн пекех кăçал 450 гектар çинче маларах лартнă лаптăксене те çамрăк хунавсемпе çĕнетнĕ. Ку ĕçре алă вăйĕпе те, механизаци пулăшнипе те усă курнă.

Йывăç та, ачана пăхнă пек, хăйне пăхнине юратать. Çу кунĕсенче лесничествăра хунавсем лартса хăварнă 420 гектар лаптăк çинче агротехника ĕçĕсем туса ирттернĕ. Ку та çăмăл ĕç мар. Ытларах чухне "Кая юлсан каю шăтать" текен чăнлăха шута илме тивет.

Тепĕр чухне вăрмана хăйпе хăй аталанни те кирлĕ. Кунта та çынсен пулăшăвĕсĕр май çук: ирĕклĕн шăтса тухса çитĕнекен хунавсем пĕр-пĕрне ÿсме ан чăрмантарччăр тесе, хăшĕсене касма, кăклама та тивет. Çак ĕçсене те вăхăтлă туса ирттернĕ.

Ял хуçалăхра эпир "Паха вăрлăх – тухăç никĕсĕ" теме хăнăхнă. Ку тĕлĕшпе вăрманçăсен хăйсен ăнлавĕ: лайăх хунавсемсĕр сĕм вăрман çитĕнмĕ. Ку ĕç пуçламăшĕ – питониксем. Çитес çул лартса хăварма лăсăллă тата çулçăллă йывăçсен хунавĕсем çителĕклех. Çакăнта Наталья Эсливанова вăрман мастерĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕн Вячеслав Ванюшин лесничийĕн тÿписем уйрăмах пысăк.

Кăçал лесничествăра хунавсем лартма пĕтĕмпе 75 гектар çĕр хатĕрленĕ. Вăл шутран 50 гектарĕ – çитес çуркунне валли.

Вăрман инкекĕпе тăшманĕ – пушарсем. Телее тенĕ пек тата сыхă тăнăран кăçал вăрмансенче "хĕрлĕ автан" çунатне çĕклеме хăтланнă тĕслĕхсем пулман.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 ноября 2012
00:00
Поделиться