Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халь те руль алăра

ÇЫН ÿссен кам пуласса маларах пĕлсе çуралмасть. Ача хăйĕн малашнехи кун-çулне шкулта вĕреннĕ вăхăтра та палăртаймасть. Нумай чухне çын шăпине вăхăт, пурнăç татса парать. Ю. Иванова илес пулсан...

Юрий Мухитовичăн тăватă тетĕшĕ те водительсем пулнă. Вĕсене курах-тăр шăллĕ те çамрăклах техника еннелле туртăннă. Юсав ĕçĕсенче вăл тепĕр чух вĕсенчен те ытларах вараланса пĕтнĕ. Çакăншăн пĕрре мар ятланă шăллĕне тетĕшĕсем. Анчах пĕр хыпса илнĕ хĕлхеме сÿнтерейĕн-и вара;

– Пĕрех сиртен юлмастăп, водитель пулатăп, – тенĕ ача хăйне ятланине хирĕç.

Ĕмĕт пулни – хăех шанăç. Пыра-киле шкул ачи, тетĕшĕсем ирĕк панипе руль умне ларкалама та пуçланă. Турă панă тейĕн: вăл тытса пыракан автомашина уй-хир çулĕсемпе ыттисем тытса пыраканнисенчен кая мар чупнă. Апла пулсан, хăйĕн малашлăхне Юра ачалăхрах палăртса хунă, пурнăç çулне суйласа илнĕ.

Шăмăршăри вăтам шкулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн йĕкĕт 1970 çулта Патăръелĕнчи автошкултан вĕренсе тухнă.

– Хăнăху пулнăран вĕренме те çăмăлччĕ, – аса илет халĕ Юрий Мухитович. – Экзаменсенче те чăрмав пулмарĕ.

Водитель правине алла илсен йĕкĕт районти тĕп больницăра ĕçлеме тытăннă. УАЗ автомашина шанса панă ăна. Йывăр чирлесе ÿкнĕ çынсен пурнăçĕсене вăхăтра çăлса хăварнинче унăн тÿпи те сахал мар пулнă.

Салтак пăттине çиессинчен те пăрăнса юлман Ю. Иванов. Телее тенĕ пек, вăл шăпах авторотăна лекнĕ – демобилизацичченех дивизие транспортпа тивĕçтерекен службăра пулнă.

Сехет йĕпписем шунă евĕр вăхăт та васкать. Халĕччен ăна тытса чарма пултаракансем пулман теççĕ. Çартан таврăнсан йĕкĕт салтак формине ĕç тумтирĕпе улăштарнă. Райпора водитель кирлĕ-мĕн. Ĕнерхи салтак унта васканă, хăйне шанса панă автомашина рулĕ умне ларнă. Виçĕ çул магазинсене тавар турттарнă вăл, çул-йĕр, çанталăк япăххине пăхса тăман: ял çыннисене куллен кирлĕ таварсемсĕр мĕнле хăварăн; Тепĕр чухне хăвăрт пăсăлма пултаракан продуктсене вăхăтра илсе çитерме те тивнĕ. Таварсемшĕн инçе çула кайни те пĕрре çеç мар пулнă.

Выртан каска мăкланнă теççĕ. Кунта, тен, малтанхи сăмах вырăнлах та мар пулĕ. Малалли пурнăç çулĕ Ю. Иванова Шăмăршăри МСОна илсе çитернĕ. Кунта водитель, тракторист, слесарь пулнă вăл. Ульяновск облаçĕнчи Чартаклăра ĕçлеме тивнĕ унăн. Тăван ен туртăмĕ çывăхран 1980 çулта каллех МСОна таврăннă. Кайран – механизациленĕ вăрман хуçалăхĕ. Кунта та пилĕк çул алăран руль вĕçертмен вăл.

Хальхи вăхăтра Юрий Мухитович Шăмăршăри ДРСУра вăй хурать. Вăл – бульдозер машинисчĕ. Питĕ тăрăшуллă.

– Чăннипех маттур пирĕн юбиляр, – тет паян утмăл çул тултаракан Юрий Иванов пирки çул-йĕр тăвакан тата юсакан управлени ертÿçи В. Вашуркин.

Унăн сăмахĕсем çумне нимĕн те хушса калаймăн.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 ноября 2012
00:00
Поделиться