Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пархатарлă ĕçшĕн – сумлă парнесем

Шăмăршăри çыхăну уйрăмĕнче вуннăмĕш çул почтальонкăра вăй хуракан А.Леонтьева малтанласа çак профессипе ĕçлесси пирки шутламан та.

1986 çулта Палтиелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Антонина Шупашкарти педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Унта воспитатель дипломне илсен, 1988 çулта Палтиел хĕрне Анат Чаткасри ача садне ĕçлеме янă. Юратнă ĕçе Антонина Витальевна пысăк хастарлăхпа пуçăннă. 1993 çулта тăван ялта – Палтиелĕнче «Туслăх» ача сачĕ уçăлсан, унта ĕçлеме куçнă. Ачасен çак учрежденийĕнче те хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă воспитатель.

Ача сачĕнче реорганизаци ĕçĕсем пулса иртсен, воспитатель штатне чакарсан, Антонина Витальевна Шăмăршăри çыхăну уйрăмне ĕçлеме куçнă. Çапла вара, 2003 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа унта вăл почтальонка пулса ĕçлет. Çак ĕçре те тăрăшулăхпа палăрса тăрать А.Леонтьева. Шăмăршăри вунă урампа тăкăрлăкра пурăнакансене вăл хаçат-журналпа, çыру-телеграммăпа пĕр тикĕс тивĕçтерсе тăрать. Укçа перевочĕсемпе посылкăсен пĕлтерÿ хучĕсене те вăхăтра çитерет. Пенсипе пособи укçине графикпа килĕшÿллĕн валеçет.

Халĕ хаçат-журнал çырăнтарăвĕн хĕрÿ тапхăрĕ пырать. 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта та вулакансен йышĕ ан чактăр тесе çине тăрса ĕçлет Антонина Витальевна.

– Хама шанса панă участокра хальхи вăхăтра 85 çемьере «Шăмăршă хыпарне» илсе тăраççĕ, – каласа пачĕ почтальонка. – Килес çул валли юратнă хаçатăмăра тата ытларах çырăнса илччĕр тесе тăрăшатăп.

Сăмах май каласан, подписка енĕпе лайăх ĕçленĕшĕн республикăри «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕсен сумлă парнисене те тивĕçнĕ А.Леонтьева.

– Антонина Витальевнăна коллективра та, ял-йышра та хисеплеççĕ, – терĕ Шăмăршăри çыхăну уйрăмĕн начальникĕ В.Сергеева. – Яланах таса чунпа ĕçлет вăл, пуринпе те ăшшăн калаçать. Почтальонка ĕçĕнче çапла пулмалла та.

Пархатарлă ĕçшĕн А.Леонтьевана Елчĕк почтамтчĕн администрацийĕ Хисеп грамоти парса чысланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 ноября 2012
00:00
Поделиться